30 октября 2015 г.
Ырă йăлана кĕнĕ тăрăх районта пурăнакан вăрăм ĕмĕрлĕ ветерансене Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă Çырăвне парса чыслаççĕ. Çак эрнере виçĕ сумлă ватăна 90 çулхи юбилейĕсем ячĕпе саламланă.
Анна Павловна Еремеева
Тралькасси ялĕнчи Анна Еремеева хăйĕн пурнăçне ачасене вĕрентессине халалланă. 36 çул хушши пуçламăш классене пĕлỹ тĕнчипе ертсе пынă вăл, çав шутран ытларах пайне Тралькассинчи вăтам шкулта вăй хунă.
1925 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнче Мучикасси ялĕнчи Храмовсен нумай ачаллă çемйинче кун çути курнă Анна Павловна. Йывăр вăрçă çулĕсенче Етĕрнере учителе вĕренме хал çитернĕ - темиçе теçетке çухрăма çуранах çỹренине аса илет вăл халĕ, уринче вара çăпата пулнă. 1944 çулхи август уйăхĕнче Тралькассинчи шкулта ĕçлеме пуçлать çамрăк хĕр. Вăрçă хыççăн вăл пĕр хушă Комсомольски районĕнче те ĕçленĕ, унтан каллех тăван района таврăннă.
Мăшăрĕпе, Андрей Лукич Еремеевпа, вĕсем виçĕ ачана - икĕ ывăлпа пĕр хĕре - кун çути парнеленĕ. Андрей Лукич - вăрçă участникĕ, чылай вăхăт колхоз председателĕнче тимленĕ. Сăмах май, 1940-1941 çулсенче вăл район хаçачĕн тĕп редакторĕ пулнă, ун чухне райхаçат "Çĕнтерỹ çулĕ" ятпа тухса тăнă.
Шел те, мăшăрĕпе икĕ ывăлĕ паянхи кун Анна Павловнăпа юнашар çук. Хальхи вăхăтра Анна Еремеева Лия хĕрĕн ăшшипе тимлĕхне туйса пурăнать. Ултă мăнукĕпе тăхăр кĕçĕн мăнукĕ те ăна хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ.
Çуллахи вăхăтра ялта, хĕлле ачисем патĕнче хулара пурăнакан сумлă ватă иртсе кайнă йывăр çулсене питех аса илмест, паянхи тăнăç пурнăçпа савăнать.
Софья Николаевна Ульянова
"Репресси арманĕ çавăрса кĕртнĕ çемьесем мĕнле нуша, хур курнине эпĕ çын каламасăрах пĕлетĕп, - тет Уйпуçĕнче пурăнакан Софья Николаевна Ульянова (Майровская), октябрĕн 29-мĕшĕнче 90 çул тултарнăскер. - Манăн ачалăх шăп 4-мĕш класа çитиччен телейлĕ пулчĕ. Пĕррехинче, 1937 çулта, уроксем хыççăн пирĕн туса пĕтермен çурта милиционерсем ухтарнă тĕле çитрĕм. Учительте ĕçленĕ аттене тытса кайрĕç..."
Ашшĕ тĕрмерен 10 çултан тин таврăннă, ăна шкулта ĕçлеме чарнă. Фельдшер профессине те алла илни ашшĕне тĕрмере те, ирĕке тухсан та çăлса хăварнă.
Софья Николаевна 1943 çулта Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Лайăх вĕреннĕскере тăван шкултах ачасене истори тата чăваш чĕлхи вĕрентме хăварнă. Паллах, ĕçлеме çăмăл пулман. Урара - çăпата, çире - сăхман. Çав хушăрах тата репрессиленĕ çемьерен пулнăран ăна питĕ тĕрĕслесе тăнă. "Çын мăшкăлне тỹссе мĕн чуль макăрман-ши, çапах та пур ĕçе те тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшаттăм", - аса илет халĕ Софья Николаевна.
Пилĕк çул хушши Хĕрлĕ Чутайри шкулта ĕçленĕ хыççăн Софья Николаевна, качча тухнăран, Уйпуçĕнчи шкула ĕçлеме куçнă. Çав хушăрах Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлĕвне ỹстернĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вара çакăнта ачасене вĕрентнĕ, чĕрĕк ĕмĕр хушши завучра тимленĕ. Темиçе хутчен те район тата ял Канашĕн депутатне суйланнă.
Мăшăрĕпе, Николай Анисимовичпа, çичĕ ача - 6 ывăлпа пĕр хĕр - çуратса ỹстернĕ. Вăрçă суранĕсене тата чире пула Николай Ульянов 1976 çулта çĕре кĕнĕ. Паянхи кун Софья Николаевна кĕçĕн ывăлĕпе пурăнать. Сумлă ватă хăйĕн 10 мăнукпа 9 кĕçĕн мăнук пурришĕн савăнать.
Мария Федоровна Игушкина
Октябрĕн 26-мĕшĕнче Трапай ялĕнче пурăнакан Мария Игушкина 90 çул тултарнă. Пурнăçĕ çăмăл пулман Мария Федоровнăн, çамрăклăхĕ нушаллă вăрçă çулĕсенче иртнĕ. Хăйĕн ĕмĕрне тăван хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ вăл. Шел те, шăпа ача амăшĕ пулма пỹрмен Мария Игушкинана. Паянхи кун вăл пĕчченех пурăнать. Ватлăх кунĕсенче ăна йăмăкĕ Вера Федоровна тимлĕх уйăрса, пулăшса тăрать.
А.КАРПОВА.