АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суд приставĕсене - 150 çул

30 октября 2015 г.

Ноябрĕн 1-мĕшĕнче суд приставĕсен службине йĕркеленĕренпе 150 çул çитет.

Çак сумлă пулăма халалласа республикăри суд приставĕсен савăнăçлă мероприятийĕ октябрĕн 27-мĕшĕнче иртнĕ. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă.

- Суд приставĕсен институчĕн историйĕ - вăрăм та пуян. Паян çак службăра вăй хуракансен ĕçĕн тухăçлăхне туятпăр кăна мар, куратпăр та. Парăмлă çынсем, йĕркене пăхăнман граждансем суд приставĕсен "аллине çакланса" курнă хыççăн саккуна хисеплеме пуçланине çирĕплетекен тĕслĕх сахал мар. Ку професси çăмăл теме çук, куллен-кун тĕрлĕ çынсемпе тĕл пулма, парăмçăсене шырама, тытса чарма тивет, анчах эсир хăвăра шанса панă ĕçе тивĕçлĕ тата тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлатăр, - тенĕ Михаил Васильевич. - Власть органĕсен мĕнпур сыпăкĕн пĕрле, пĕр шухăшлă пулса хамăрăн граждансен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн тăрăшса ĕçлемелле. Тав сире! Малашне те паянхи пекех яваплăха туйса тăрăшассине шанса тăратăп!

Хальхи вăхăтра Чăваш Енри суд приставĕсен службинче 800 ытла çын вăй хурать. Кăçалхи тăхăр уйăх хушшинче республикăри суд приставĕсем 3 млрд тенкĕне яхăн парăм шыраса илнĕ, 700-е яхăн преступление тупса палăртнă, Миграци саккунне пăснă 50 граждана республикăран кăларса янă...

Çак ĕçре пирĕн районти суд приставĕсен уйрăмĕнче ĕçлекенсен тỹпи те пур. Районти уйрăма 3-мĕш класлă юстици советникĕ, аслă суд приставĕ Евгений Ростиславович Иванов ертсе пырать. Пысăках мар коллективăн тĕп тивĕçĕ - граждансене айăплавран пăрăнса иртме çукки, суд йышăнăвне вăхăтра пурнăçламанни ырăпа вĕçленменни çинчен асăрхаттарасси, çак шухăш-ăнлава çынсен ăс-тăнне кĕртсе хăварасси. Суд приставĕсем кунсерен çĕршер тĕрлĕ çынпа тĕл пулаççĕ, тĕрĕслĕхе çирĕплетеççĕ, çав хушăрах вĕсенчен нумай-нумай çын, организаци, предприятипе учреждени хăйсен саккунлă прависемпе интересĕсене хỹтĕлеме ыйтать.

Çул хыççăн çул иртет - самана улшăнсах пырать. Апла пулин те суд приставĕсем хăйсен тỹрĕ тивĕçĕсене яланхи пекех çирĕппĕн тата вăхăтра пурнăçлама васкаççĕ.

А.ДМИТРИЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика