30 октября 2015 г.
Паян республикăра Ялхуçалăх ĕçченĕн кунĕ, ноябрĕн 3-мĕшĕнче - районта
Кăçал районти пур категориллĕ хуçалăхсен ялхуçалăх культурисене акнă пĕтĕм лаптăк 16629 гектар йышăнчĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсем - 4907,5 гектар, вăл шутра çурхисем - 3718,5 гектар. Кукуруз лартнă лаптăк 420 гектар, пĕр çул ỹсекен курăксем 648 гектар, нумай çул ỹсекен курăк лаптăкĕ 313 гектар, горчица 28 гектар йышăнчĕ.
Çĕр ĕçченĕсем кăçал пĕрчĕллĕ культурăсене 9380 тонна пухса кĕртрĕç. Районти вăтам тухăç 19,3 центнерпа танлашрĕ. "Коминтерн" ЯХПК 1539 гектар лаптăкран 3800 тонна тĕштырă çапса илчĕ, тухăçĕ - 24,8 центнер. "Нива" хуçалăх пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 977 гектар çинче тирпейлерĕ, 1266 тонна тыр-пул илчĕ, "Свобода" колхоз ĕçченĕсем 430 гектартан 964 тонна тĕштырă илнĕ, гектар пуçне - 24,2 центнер. Николай Лисаев фермерăн та тыр-пул тухăçлăхĕ 22 центнерпа танлашрĕ. Çавăн пекех çĕр ĕçченĕсем 20 гектар çинче çĕр улми, 26 гектар çинче пахчаçимĕç ỹстернĕ, çав лаптăксенчен 450 тонна çĕрулми, 50 тонна пахчаçимĕç кăларса илнĕ.
Çавăн пекех çĕр пахалăхне лайăхлатас тĕлĕшпе çĕр ĕçченĕсем 56 гектар çĕре извеçленĕ, 131 гектар çине кали хывнă, 3000 тонна удобренипе апатлантарнă.
Çитес çул валли кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене 1556 гектар акса хăварнă. Кĕракинче уйрăмах "Коминтерн" (576 гектар), Н.Лисаев фермер (400 гектар) тата "Нива" (350 гектар) хуçалăхсем аван ĕçленĕ. Кĕрхи çĕртмене районĕпе 2100 гектар лаптăк çинче пурнăçланă.
Хуçалăхсем обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма 3,9 пин тонна утă, 11 пин тонна сенаж, 5,4 пин тонна силос янталанă. Пĕр условнăй выльăх пуçне 32,2 центнер апат единици хатĕрленĕ. Асаилтеретпĕр, паянхи кун районти пур категориллĕ хуçалăхсенче 7991 пуç мăйракаллă шултра выльăх шутланать, вăл шутра ялхуçалăх предприятийĕсенче - 2517 пуç.
2015 çулта хуçалăхсем 19 миллион тенкĕлĕх инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕртнĕ. 8 миллион тенкĕне выльăх-чĕрлĕх объекчĕсене реконструкцилеме тата 11 миллион тенкĕне çĕнĕ ялхуçалăх техники туянма усă курнă.
Пĕтĕмлетсе çакна калас килет: ял ĕçченĕсем хăйсем умĕнчи плана кăçал туллин пурнăçланă. Апла пулсан, уява савăк кăмăлпа кĕтсе илме май пур. Асилтеретпĕр, паян вĕсене халалланă уяв Шупашкарта иртет. Республика шайĕнчи уява пирĕн районтан 122 çынтан тăракан сумлă делегаци хутшăнать, вăл шутра редакци ĕçченĕсем те.
Райадминистраци материалĕсем тăрăх А.ЗАМУТКИНА хатĕрленĕ.