06 ноября 2015 г.
Иртнĕ эрнекун тĕп хулари "Шупашкар-Арена" Пăр керменĕнче ялхуçалăх культурисене çитĕнтерекенсем, вĕсене тирпейлесе апат-çимĕç хатĕрлекенсем, выльăх пăхакансем, хăйсен пурнăçне ялпа çыхăнтарма тĕллев тытнă студентсем, районсемпе хуласен пуçлăхĕсем,ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем пухăнчĕç, Ялхуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне паллă турĕç. Малтанах Пăр керменне килнисем республикăри малта пыракан предприятисен куравĕсемпе тата районсен стенчĕсемпе паллашма пултарчĕç. - Сирĕн ĕç - чи пархатарли. Эсир çĕрĕн чĕлхине пĕлетĕр. Хăвăра шаннă ĕçе чунтан парăнса пурнăçлатăр. Юлашки вăхăтра уйрăм çĕршывсем Раççей Федерацине санкцисемпе хăратма хăтланни пире хушма мелсем парать. Çавăнпа та пирĕн тĕллев - ялхуçалăхне предпринимательсене ытларах явăçтарасси. Вĕсем вара Раççейри тата ытти ют çĕршывсен рынокне тухĕç, - терĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕр ĕçченĕсене тата ветерансене саламласа. Уява пухăннисене саламланипе пĕрлех Мускавран ятарласа килнĕ Раççей халăх артистки Надежда Кадышева тата унăн "Золотое кольцо" ансамблĕ савăнăçлă юрăсемпе, "Шупашкар-Арена" керменте хăйсен ăсталăхне ỹстерекен спортсменсем пăр çинче илĕртỹллĕн ярăнса савăнтарчĕç. Кун йышши уява Пăр керменĕнче пĕрремĕш хут ирттерчĕç, районсенчен 5 пине яхăн çĕр ĕçченĕ хутшăнчĕ. Халĕччен пĕр професси кунне те кунта йĕркелемен. Ял ĕçченĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ хисепе хуни самаях палăрчĕ: чĕннĕ хăнасем чылаййăн, уяв программи пуян... Пирĕн районтан асăннă уява 122 çын хутшăнчĕ, пурте тулли кăмăлпах килĕсене таврăнчĕç тесе çирĕппĕнех калама пулать.
Источник: "Пирěн пурнăç"