06 ноября 2015 г.
Кăçалхи 9 уйăхра ялхуçалăх продукцине туса илессипе ытти хуçалăхсем хушшинче "Коминтерн" ЯХПК, пĕрчĕл- лĕ культурăсен кашни гектарĕнчен 24,8 центнер тухăç илнипе "Свобода" колхоз ĕç ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă.
Кăçалхи вырмара мала тухнă комбай-нерсем хушшинче çаксем пулчĕç:
- Н.Лисаев хресченпе фермер хуçалăхĕн комбайнерĕ Георгий Геннадьевич Судаков. Вăл "Палессе" комбайнпа 1200 тонна тырă вырса илнĕ;
- "Свобода" колхозри Леонид Юрьевич Давыдов ("Енисей-1200" комбайнпа 537,5 тонна тĕштырă çапса илнĕ);
- "Коминтерн" ЯХПК-ри Станислав Александрович Никифоров ("Нива" СК-5 комбайнпа 558 тонна тĕштырă çапса илнĕ). Вĕсене виççĕшне те "2015 çулхи вырма чемпионĕ" ят пачĕç.
"Нива" ЯХПК-ри Александр Михайлович Тимешков ЗИЛ-554 автомашинăпа 547,6 тонна, "Коминтерн" ЯХПК-ри Владимир Петрович Романов ГАЗ-53 автомашинăпа 1362 тонна тырă турттарнă. Вĕсем - водительсем хушшинчи ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерỹçисем.
Урапаллă тата гусеницăллă трак-торсен тракторист-машинисчĕсем хушшинчи ĕç ăмăртăвĕнче "Коминтерн" ЯХПК-ри Юрий Зиновьевич Татаров (Джон Дир тракторпа 1681 условнăй эталон-гектар ĕç тунă), Алексей Борисович Туйманкин (ДТ-75 тракторпа 1091 условнăй эталон-гектар ĕç тунă), Николай Егорович Лаврентьев (МТЗ - 82 тракторпа 1845 условнăй эталон-гектар ĕç тунă) мала тухнă.
Кĕр акинче вара Н.Лисаев хресченпе фермер хуçалăхĕн тракторисчĕ Юрий Евгеньевич Тибогайкин палăрнă. Вăл МТЗ-82 тракторпа 400 гектар кĕрхи пĕр- чĕллĕ культурăсене акса хăварнă.
Механизаторсем выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте те маттур. Акă, "Коминтерн" ЯХПК-ри Илья Николаевич Пономарев "Полесье-600" комбайнпа 14861 тонна хытă тата сĕтеклĕ выльăх апачĕ хатĕрленипе мала тухнă.
Автомашина водителĕсен ăмăртăвĕнче вара "Коминтерн" ЯХПК-ри Геннадий Егорович Игушкин "КамАЗ" автомашинăпа 66437 тонна-километр ĕç тунăшăн район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ.
Наградăсене тивĕçнисен шутĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хуракансем те пулчĕç. Вĕсем: "Коминтерн" ЯХПК-н ĕнесене машинăпа сăвакан операторĕ Галина Виссарионовна Сергеева - "Районти чи лайăх доярка", пĕтĕмпе 287 тонна, кашни фуражлă ĕне пуçне 5469 килограмм сĕт сунă; "Свобода" колхозри пăрусене пăхакан Зоя Виссарионовна Токарева - "Районти чи лайăх пăру пăхакан", 9 тонна, кашни выльăха талăкра 904 грамм, ỹт хуштарнă; "Коминтерн" ЯХПК-ри выльăхсене пăхакан Дмитрий Петрович Судеркин - "Районти чи лайăх выльăх пăхакан", пĕтĕмпе 14 тонна, талăкра вăтамран выльăхсене 928 грамм ỹт хуштарнă; çак хуçалăхри сыснасене ỹт хуштаракан оператор Лариса Александровна Смалайкина _ "Районти чи лайăх сысна пăхакан", пĕтĕмпе 30 тонна, талăкра 500 грамм ỹт хуштарнă; Светлана Петровна Афанасьевапа Альбина Сергеевна Мазикова сысна пăхакансем - "Районти чи лайăх сысна пăхакан", сысна ами пуçне 18 çура илнĕ; "Нива" ЯХПК-н тĕп зоотехникĕ Лидия Андреевна Крыцова - "Районти чи лайăх тĕп зоотехник", сĕт, аш-какай производствине 103 процент хăпартнă, выльăх шутне хушнă; çак хуçалăхăн Карăкçырминчи сĕт фермин заведующийĕ Татьяна Николаевна Белова - "Районти чи лайăх ферма заведующийĕ", сĕт производствине 103 процент ỹстернĕ. А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"