06 ноября 2015 г.
Ялхуçалăх ĕçченĕсен професси уявĕнче йăлана кĕнĕ тăрăх районти Культура çуртĕнче "Кĕр парни" курав пулчĕ. Кунта ял çынни хăйĕн сад-пахчинче ỹстерсе илнĕ пахçимĕçе, улма-çырлана, алĕçĕсене, çавăн пекех предприятисем кăларакан тĕрлĕ продукцие курма май килчĕ.
Кăçал та, ытти çулсенчи пекех райпо тытăмĕнчи "Четайское" обществăна кĕрекен çăкăр завочĕн (ертỹçи Юрий Яндайкин) продукцийĕ курава илем кĕртрĕ. Чустаран мĕн кăна хатĕрлесе тухман пуль курава çăкăр пĕçерекенсемпе кондитерсем? Палăртмалла, çăкăр завочĕ 40 тĕслĕ çăкăрпа булка, 42 тĕслĕ кондитер изделийĕсем янтлать. Кăçалхи тăхăр уйăхра завод ĕçченĕсем 836,5 тонна çăкăр, 136 тонна булка, 64 тонна кĕлентĕр йышши, 180 тонна кондитер изделийĕ-сем пĕçерсе кăларнă. Çак кăтартусем иртнĕ çулхинчен самай пысăкрах. А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"