АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çỹхе пăр ултавлă

06 ноября 2015 г.

Ноябрь уйăхне те кĕтĕмĕр. Кĕркуннехи çанталăк улшăнсах тăрать. Çумăр çуса тăнă хыççăн тин кăна шăнтса тирпейлеме тытăннăччĕ, каллех ăшăтса ячĕ те çумăр лỹшкеме пуçларĕ. Урамра каллех пылчăк... Апла пулин те çанталăка пĕлме çук, тен, çывăх кунсенчех шăнтĕ. Сивĕтсенех юханшывсем çỹхе пăрпа витĕнĕç. Йăлтăркка пăр çийĕ вара ачасене хăй патне илĕртет. Кунсăр пуçне пулă тытма кăмăллакансем те пăр çине хăрамасăрах кĕрсе каяççĕ, вакă касса вăлтисене пăрлă шыва яраççĕ. Пăр çурăлса кайнипе çулсеренех унта та кунта çынсем путса вилнине илтме пулать. Çавăнпа та çỹхе пăр ултавлă пулнине манас марччĕ. Юханшыв çийĕ çынна чăтмалăх шăнтасса кĕтмелле. Ан манăр, 7 сантиметртан çỹхерех пăр хăрушлăх кăларса тăратать, ун тăрăх çуран утса каçма та юрамасть, ярăнма та кĕмелле мар. Аслисен кун пирки ачасене асăрхаттарсах тăмалла. Вак касса пулă тытас текенсен те хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмалла. Хаклă çыннăмăрсем, тин кăна шăнма пуçланă пăр çине кĕме ан васкăр. Юханшывсен çийĕ чăтăмлă та шанчăклă пăрпа витĕнессе кĕтĕр. Сирĕн чăтăмсăрлăх пысăк инкеке ан çаврăнтăр. Асăрханăр! Хăвăра тата çывăх çыннăрсене упрăр!

Валерий ЖИГАНОВ, райадминистрацин ятарлă программăсен пай начальникĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика