06 ноября 2015 г.
Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçине хутшăннисем кунран-кун сахалланса пыраççĕ. Тумликасси ялĕнче те, акă, паянхи кун пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕ - Кузьма Кузьмич Аргандейкин - пурăнать. Октябрĕн 28-мĕшĕнче вăл 90 çул тултарнă. Сумлă юбилей ячĕпе ун патне Раççей Президенчĕн саламĕ çитнĕ. Кузьма Аргандейкин 1925 çулта Ишеккасси ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере тата тăватă хĕр ỹснĕ. Вăрçă пуçланнă çул Кузьма 9-мĕш класа куçнă, анчах нумай вĕренеймен, колхозра лашасем пăхма пуçланă. 1943 çулхи январь уйăхĕнче салтака кайнă. Пĕрремĕш Инçет Хĕвелтухăç фронтĕнче пулнă, минометлă бригадăра çапăçнă. Взвод командирĕ, старшина "Хăюлăхшăн", "Японие çĕнтернĕшĕн" медальсене тивĕçнĕ. Тăван тăрăха Кузьма Кузьмич 1950 çулта таврăннă. Тỹрех ялхуçалăх ĕçне пуçăннă. Темиçе çул хушши районти тĕрлĕ хуçалăхсенче агроном, колхоз председателĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. 1972 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вара "Путь коммунизма" колхозра агрономра тăрăшнă. 1954 çулта Шупашкар район хĕрĕпе, Александра Петровнăпа, çемье çавăрса Тумликасси ялĕнче тĕпленнĕ. Икĕ ачана кун çути парнелесе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ Кузьма Кузьмичпа Александра Петровна Аргандейкинсем ялта иккĕшех пурăнаççĕ. Ачисемпе мăнукĕсем вĕсене пулăшсах тăраççĕ. Вăрçă ветеранĕ хăй те çулĕсене кура мар маттур-ха, шыв та тултать, пахчара та тăрмашать. Район пурнăçне те активлă хутшăнать, çынсемпе, çамрăксемпе тĕл пулса калаçма вăхăтне те, вăй-халне те шеллемест.
Источник: "Пирěн пурнăç"