АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен ĕçĕ йывăр та хăрушă

11 ноября 2015 г.

Районти полици уйрăмĕнче тăрăшакансем те ĕнер хăйсен професси уявне анлăн паллă турĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх коллектив ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ, малашлăх планĕсене палăртрĕ.

Уяв чыславсăр иртместех. Акă професси уявĕ ячĕпе тата шалти ĕçсен органĕнче тỹрĕ кăмăлпа чылай çул ĕçленĕшĕн "Службăра палăрнăшăн" I степеньлĕ медале районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ Василий Белов тивĕçрĕ. II степеньлĕ асăннă медальпе уголовлă шыравра ĕçлекен Валерий Шуськина, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн инспекторне Александр Герасимова, оперативлă дежурнăй пулăшуçисене Валерий Данилова тата Александр Офишкина чысларĕç. Полицин участок уполномоченнăйне Евгений Патьянова, вăхăтлăх тытмалли изолятор ĕçченне Николай Абаськина, комендант ушкăнĕн водительне Виктор Петрова III степеньлĕ медальпе наградăларĕç. Чăваш Республикин ШĔМ-ĕн Хисеп грамотине полицин участок уполномоченнăйĕ Валерий Николаев илме тивĕç пулчĕ.

Çĕмĕрлери районсем хушшинчи полици уйрăмĕн Хисеп грамотине Людмила Албакова дознаватель тата Сергей Матвеев водитель тивĕçрĕç. Райадминистраци пуçлăхĕн Хисеп грамотине вара Роза Пудова следователь, вăхăтлăх тытмалли изоляторăн айăпланакансен конвой пайĕн ĕçченĕ Николай Вазиков, полицин участок уполномоченнăйĕ Игорь Серин илчĕç. Полици уйрăмĕн ертỹлĕхĕ те службăра палăрнисене чысларĕ. Хисеп хутне Николай Капитонов эксперт, Людмила Албакова дознаватель, оперативлă дежурнăй пулăшуçи Валерий Данилов, вăхăтлăх тытмалли изолятор ĕçченĕ Михаил Наумов, штаб инспекторĕ Людмила Секайкина, опера-тивлă дежурнăй Алексей Секайкин тивĕçрĕç. Владимир Жуковпа Виталий Вадейкин ветерансене Тав çырăвĕпе чысларĕç.

"Хĕвел" ача сачĕн тĕрлĕ ушкăнĕсене çỹрекен ачасем полици ĕçченĕсене уяв ячĕпе илемлĕ сăвăсемпе çепĕç юрăсем тата хаваслă ташăсем парнелесе савăнтарчĕç.

Н.МИДАКОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика