11 ноября 2015 г.
2015 çулхи вунă уйăх та хыçа юлчĕ. Професси уявне полици ĕçченĕсем япăх мар кăтартусемпе кĕтсе илчĕç. Отчетлă тапхăрта район территорийĕнче 159 преступлени (пĕлтĕр ку вăхăтра - 131 преступлени) регистрацилерĕмĕр. Вĕсенчен 57,2 проценчĕ йывăр мар преступленисем, вăтам йывăррисем - 25,1 процент, йывăррисем - 13,2 процент. Палăртмалла, йывăр преступленисен хисепĕ иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 14,5 процент пулнă) чакрĕ. Питĕ йывăр преступленисен шучĕ вара 7 çитрĕ (пĕлтĕр - 4). Халăх пурăннă секторта преступлени тăвасси пĕлтĕрхинчен 38,2 процент ỹсрĕ. Уйрăмах çынна асаплантарасси йышланчĕ - 11 (пĕлтĕр - 5), хĕнени - 33 (21). Вĕлерессипе хăратни иртнĕ çул 9 тĕслĕх пулнă-тăк, кăçалхи 10 уйăх хушшинче - 7. Ĕçсĕррисем йĕркене пăсни 60,6 процент (кăçал - 114, пĕлтĕр - 71), маларах саккуна пăснисем преступлени тăвасси 58,2 процент (87Ỹ55), ỹсĕррисем саккуна пăсни 49 процент (79Ỹ53) ỹсрĕ. Ушкăнпа преступлени тăвасси сахалланчĕ (8-тан 1 çитрĕ). Пĕтĕмпе январь-октябрь уйăхĕсенче 143 (пĕлтĕр - 116) преступление уçса патăмăр, тишкертĕмĕр, суда ярса патăмăр.
Александр МИХОПАРКИН, районти полици уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"