11 ноября 2015 г.
Губернаторсем хушшинче иртекен "Наци рейтингĕнче" кăçалхи сентябрь-октябрь уйăхĕсенче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 20-мĕш вырăн йышăннă. Çапла майпа республика ертỹçин кăтартăвĕ малтанхинчен пĕр пункт лайăхланнă, рейтингра пĕрремĕш ушкăна (1-25-мĕш вырăнсем) кĕнĕ.
Атăлçи федераци округĕнчи ертỹçĕсем хушшинче вара Михаил Игнатьев виççĕмĕш вырăн йышăннă. Малти вырăнсенче - Пушкăрт тата Тутар Республикисен ертỹçисем. Тишкерỹçĕсем çапла палăртаççĕ: "Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сентябрĕн 13-мĕшĕнче иртнĕ суйлав хыççăн регионсенчи элита йышĕнче çирĕпленчĕ. Граждансем уншăн сассисене чылаййăн пачĕç (65,54 процент), суйлав умĕн пăтăрмахсемпе шăв-шав та пулмарĕç. Шупашкар хулин Пухăвĕн депутачĕсем хушшинче те "Единая Россия" парти çĕнтерчĕ. Çакă регионти влаçа республикăри политика лару-тăрăвне асăрхама май парать. Чăваш Енре ĕç рынокĕнче лару-тăру çăмăлах пулманран çĕршыв правительстви çакна валли 55,1 млн тенкĕпе танлашакан субсиди уйăрчĕ, ку ĕçсĕр-рисемпе çыхăннă лару-тăрăва лайăхлатрĕ. Михаил Игнатьев инвестицисемпе те лайăх ĕçленине кăтартрĕ, Çĕнĕ Шупашкарта тимĕрпе бетон заводне тума пуçлĕç, "Юрма" агрохолдинг территорийĕнче _ çĕнĕ инкубатор. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх енĕпе те çĕнĕлĕхсем пур".
Рейтинг тунă чухне "Рейтинг" ЦИК специалисчĕсем федераллă тата регионсенчи экспертсен шухăш-кăмăлне шута илнĕ, уçă çăлкуçсенчи информацисемпе усă курнă.
А.СЕМЕНОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"