11 ноября 2015 г.
Етĕрнери районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ Шулю ялĕнчи 44 çулхи арçын пирки пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчессине вĕçлерĕ. Арçын РФ УК 105-мĕш тата 111-мĕш статйисемпе (пĕтĕмĕшле хăрушлăх кăларса тăратакан мелпе юриех сывлăха йывăр сиен кỹнĕшĕн, вĕлерме тăнăшăн) айăпланать. Следователь ыйтнипе ăна хупса лартнă. Следстви версийĕ тăрăх, 2015 çулхи июнĕн 5-мĕшĕнче Шулю ялĕнче пурăнакан арçын ял-йышпа пĕрле хăйĕн тăван пиччĕшĕн ывăлне çурт тума пулăшнă. Ĕçленĕ хушăра вăл кăнтăрлахи апатра хăйне эрех сахал ĕçтернĕшĕн кăмăлсăррине пĕлтернĕ, татах ярса пама ыйтнă - паман. Кỹреннĕ арçын килне кайса эрех ĕçнĕ. Унтан 16 калибрлă ИЖ маркăллă дробьпе авăрланă пăшал илсе велосипедпа стройкăна çул тытнă. Унта çитсен вăл тăван пиччĕшĕн ывăлĕ еннелле пенĕ, анчах ăна мар, пулăшма килнĕ 35 çулхи çамрăк арçынна лектернĕ. Çакăн хыççăн ĕçлекенсем арçынтан пăшалне туртса илнĕ, лешĕ вара тарса çухалнă. Çапах ăна тытса чарнă. Суранланнă çамрăка больницăна леçнĕ. Унăн кăкăр шăмми, сулахай хулпуççи, сулахай куçĕ аманнă. Вăл вилмен, анчах суккăр юлнă тата сулахай алли япăх хускалакан пулнă. Судпа медицина экспертизи арçыннăн сывлăхне йывăр сиен кỹнине çирĕплетрĕ. Следователь пăшалпа пенĕ арçын айăпне çиеле кăларма ĕнентерỹ никĕсне çителĕклĕ ха- тĕрлерĕ. Çавна май уголовлă ĕçе Етĕрнери район судне ярса патăмăр.
РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"