11 ноября 2015 г.
Конституцийĕн 33 статйипе килĕшỹллĕн, Раççей гражданĕсем патшалăх тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене ыйтупа тухма пултараççĕ. Ыйтусене уйрăммăн та, коллективпа та яма юрать. Граждансен ыйтăвĕсене Федераллă саккунта палăртнă йĕркепе тата вăхăтра пăхса тухма тивĕç. Йĕркене тата сроксене пăснăшăн должноçри çынсем яваплă. Патшалăх е вырăнти хăйтытăмлăх органне çырупа çитнĕ ыйтăва регистрациленĕ хыççăн 30 кун хушшинче пăхса тухма тивĕç.
А. гражданин пĕлтернĕ тăрăх, вăл Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн администрацине ыйтупа тухнă, анчах та хуравне илеймен. Тĕрĕслев çакна кăтартрĕ: Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн администрацийĕн должноçри çыннисем граждансен ыйтăвĕсене пăхса тухма, хуравне пама васкамаççĕ. А. гражданин асăннă ял тăрăхĕн администрацине 2015 çулхи июлĕн 2-мĕшĕнче ыйтупа тухнă, ăна 37 номерпе регистрациленĕ (пурнăçлаканĕ С.Кчетков). Ыйтăва пăхса тухмалли вăхăт августăн 1-мĕшĕнчех тухнă. Администраци ĕçченĕ заявлени çыракан патне унăн ыйтăвне пăхса тухни пирки хуравне çырупа яман. Çакă муниципаллă служащисем хăйсен должноçри тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаннине çирĕплетет.
Ертỹçĕ енчен те тĕрĕслев пулман. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен тата должноçри çынсен ыйтусене пăхса тухмалли йĕркене вăхăтра пурнăçланине тĕрĕслесех тăмалла, вĕсене тĕпчемелле, çитменлĕхсене пĕтерме мерăсем йышăнмалла. Йĕркене пăснă пирки асăннă вырăнти ертỹçине представлени тăратма тиврĕ.
Валерий ШОРКИН, район прокурорĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"