13 ноября 2015 г.
Юлашки çулсенче çынсем хăтлăрах пурăнас тесе шурă мунчасем тăваççĕ, хаклă йышши тимĕр кăмакасем лартаççĕ, анчах вĕсене вырнаçтарнă чух пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене манаççĕ, пĕтĕмпех лайăх пуласса шанаççĕ. Мĕн пĕлмелле-ха мунчари пушар хăрушсăрлăхĕ пирки? Мунча тунă чухне чи малтан вут сиксе ỹкме пултаракан вырăна тимлĕх уйăрмалла. Хутмалли кăмака çумне тимĕр татки сармалла. Мачча çийĕ(чартак) вара ирĕклĕ, уçă (изоляци) пулмалла. Тĕп правило - нихăçан та çунма пултаракан материалсене кăмака труби çумне ан хурăр. Мачча каштисем те унран аякра пулма тивĕç. Тата кăмака трубине тăтăшах хăрăмран тасатса тăрăр. Акă районти кăçалхи цифрăсене илсе кăтартатăп. Çулталăк пуçланнăранпа район территорийĕнче 25 пушар тухрĕ, вĕсенчен 11-шĕ - кăмакасемпе тĕрĕс усă курманнипе, хутса ăшăтмалли хатĕрсене тĕрĕс вырнаçтарманнипе. 10 пушар мунчасенче пулчĕ. Сăлтавĕ - кăмакана тата унăн трубине мунчан конструкцийĕсемпе юнашар, пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмасăр вырнаçтарнинче. Ноябрĕн 9-мĕшĕнче кăна Пантьăк ялĕнче çак сăлтавпах мунча çунма тытăннăччĕ. Кунта та кăмакан тĕтĕм тухмалли хатĕрне лартнă чух правилăсене пăхăнман. Çавăнпа эпир кил хуçисене кăмака тунă чух специалистсемпе çыхăнма сĕнетпĕр. Астăвăр, мунча е килти кăмакана хутрăр пулсан тимлĕхсĕр ан хăварăр! Сергей СОРОКИН, районти пушар асăрхав пайĕн начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"