13 ноября 2015 г.
Район прокуратури Д.М.Плотников уйрăм предпри-нимателĕн Хĕрлĕ Чутай территоринче вырнаçнă авто-заправка станцийĕнче ĕç сыхлавĕ пирки калакан саккуна еплерех пăхăннине тĕрĕслерĕ, çитменлĕхсем тупса палăртрĕ. РФ Ĕç кодексĕн 212 статйипе килĕшỹллĕн ĕçпе тивĕçтерекен хăйĕн укçи-тенкипе ятарлă çи-пуç, пушмак тата ытти хỹтĕлев хатĕрĕсем туянса вĕсемпе рабочисене тивĕçтермелле. Инструкципе операторăн АЗС территорийĕнче тата пỹлĕмсенче пушар сỹнтермелли хатĕрсен юсавлăхне тĕрĕслесех тăмалла. Çавăн пекех пушар сỹнтермелли инвентарьпе тĕллевлĕ кăна усă курмалла. Унсăр пуçне АЗС-ра инкек тỹснĕ çынсене пĕрремĕш пулăшу пама аптечка пулмалла. Тĕрĕслев вăхăтĕнче асăннă автозаправка станцийĕн операторĕн ятарлă çи-пуç пулман, ун çине хỹтĕлев хатĕрĕсем панине ĕнентерекен карттă уçман. Ăна пушарпа кĕрешмелли тытăмсем юсавсăр пулнине шута илмесĕрех, инструктажсăрах ĕçлеме ирĕк панă. Уйрăм предприниматель тĕлĕшпе РФ КоАП-ĕн 5.27.1 статйин 1-мĕш пайĕпе административлă ĕç уçма тиврĕ. Асăннă гражданина хальлĕхе асăрхаттару патăмăр.
Сергей ДАНИЛОВ, район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"