13 ноября 2015 г.
Пирĕн патра та суккăррисен кунне паллă тăвасси йăлара ĕнтĕ. Районти социаллă хỹтлĕх пайĕ, социаллă ыйтусене тивĕçтерекен центр, районти инвалидсен обществи те Пĕтĕм Раççейри суккăррисен Етĕрнери организацийĕпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ, куçа пула хевтессĕррисен йышне кĕнисене реабилитацилеме, хальхи обществăна хăнăхма пулăшса тăраççĕ. Çак уйăхăн пуçламăшĕнче Пĕтĕм Раççейри суккăррисен Етĕрнери организацийĕн пуçарăвĕпе Етĕрнере "Суккăр çын та - çулçỹревçĕ" акци ирттернĕ. Унта çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн, социаллă хỹтлĕх пайĕн, библиотека ĕçченĕсем, волонтерсем хутшăннă. Акци вăхăтĕнче суккăр çынна çул урлă каçма мĕнле пулăшмаллине кăтартнă. Хăшĕсем пачах çул урлă каçма хăраса тăнă. Куçсене тутăрпа çыхса вĕсем урам тепĕр енне каçса пăхнă. Волонтер корпусĕн членĕсем водительсене, çуран утакансене суккăр çынсемпе тимлĕрех пулма ыйтса çырнă хутсем валеçсе панă. Акци тĕллевĕ - хулапа район çыннисене хавшак куракансен е суккăррисен ыйтăвĕсемпе паллаштарасси.
Куçпа нушаланакансем вара Чăваш Енре икĕ пин çурă çын, Етĕрнере 100 çын ытла, пирĕн районта та сахал мар. Тĕп больницăн кăтартăвĕсемпе диспансеризаци учетĕнче паян 123 çын тăрать, вĕсенчен глаукомăпа - 60 çын. Куçпа инвалидсем - 63-ĕн, вĕсенчен тăваттăшĕ - ачасем. Районта сĕм суккăррисем _ 15 çын, иккĕ-шин çуралсанах куç курман, ыттисем тĕрлĕ травмăсене, чирсене пула куçсăр юлнă. Специалистсем палăртнă тăрăх, çынсем ытларах 60 çултан иртсен куç чирĕ-семпе аптăрама пуçлаççĕ. Нумай тĕслĕхре куç чирĕпе çийĕнчех тухтăртан пулăшу ыйтманни паллă.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"