АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Руль умне камсем ларма тивĕç?

13 ноября 2015 г.

Машина таврашĕ пирĕн пурнăçа çирĕппĕнех кĕрсе вырнаçнине хăнăхрăмăр ĕнтĕ эпир. Автомобиль тахçанах пуянлăхпа капăрлăх палли мар, куçса çỹремелли хатĕр пулса тăчĕ. Пирĕн районта та халĕ машинăллă çынсем туллиех. Ĕç кунĕсенче район центрне тухăр-ха - çул хĕррипе шăкăрин машина ларать. Унталла-кунталла чупакан автомобильсем çуран çỹрекенсенчен те ытларах пек туйăнать тепĕр чух. Руль умĕнче арçынсемпе танах хĕрарăмсем ларнине те хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Çамрăк водительсен шучĕ те ỹссех пырать. Мĕн каласси - вăтам шкула машина рулĕ умне кĕрсе ларса çỹрекен вĕренекенсем те пур пирĕн районта. Водитель правине илмелли çулĕ çитнĕ те - çỹреççĕ. Машинине пурте хăйсем ĕçлесе илнĕ укçипе туяннă пулсан юрать-ха... Машинăсем çакăн пек нумайланса кайни, пĕр енчен, çынсен пурнăç шайĕ ỹснине пĕлтерет пулĕ. Тепĕр енчен вара çакă водитель пулма ытлашши йывăр пулманнипе те çыхăннă. Водителе вĕренмелли вăхăта ỹстерчĕç-ха, укçине те самаях кăларса хумалла праваллă пулас тесен. Çапах та çул çинчи инкексен шучĕ чакни сисĕнмест-çке-ха... Апла пулсан, сăлтавне урăххинче шырамалла. Тен, руль умĕнче çакна чăннипех тивĕçлĕ çынсем лармаççĕ? Мĕн шухăшлаççĕ-ха çакăн пирки районта пурăнакансем?

Николай ТИМОФЕЕВ, Ишеккасси ялĕ, водитель стажĕ 40 çул ытла:

- Хальхи вăхăтра водитель удосто-веренине хуть те кам та илме пултарни тĕлĕнтерет мана. Эпир çамрăк чухне руль умне ларма пурте ирĕк илейместчĕç. Чи малтанах пулас водителĕн сывлăхне çирĕппĕн тĕрĕслетчĕç. Халĕ вара хăш-пĕр çамрăксем психиатр е нарколог патĕнче учета тăнăран салтака кайма "юрăхсăр" шутланаççĕ, хăйсем вара машинăпа çỹреççĕ. Ман шутпа, ун пеккисене водитель удостоверенине памалла мар. Ун пек водитель çул çине тухни - преступлени. Çавăнпа ĕнтĕ халĕ çул çинчи аварисен шучĕ ỹссе кайрĕ те. Ку тĕлĕшпе патшалăх енчен çирĕплĕх пулмалла тесе шухăшлатăп.

Юрий ЕГОРОВ, ДОСААФ мастерĕ:

- Тỹрех калатăп, лайăх водитель пуласси ачаранах паллă пулмалла, çутçанталăк пани кирлех пулĕ тесе шутлатăп. Эпĕ, сăмахран, пĕчеклех техникăна кăмăлланă. Ачаллах колхоз уйĕнче суха тунă ĕçе хутшăннă. Хĕрарăмсенчен лайăх водитель пуласси вара иккĕлентерет. Паллах, вĕсем хушшинче те лайăххисем пур. Эпĕ, акă, "Березка" ресторанта тăрăшакан Оксана Ярылкинана тата Питĕркасси ял тăрăхĕнче пурăнакан Алена Филиппована руль умне лармах çуралнă тесе çирĕппĕнех калатăп. Алена Филиппова водитель правине илме экзаменне те пĕрремĕш хутĕнчех тытрĕ. Руль умне ашшĕ-амăшĕ илсе панă праваллисем ларнине килĕштерместĕп. Паянхи кун вĕсене пулах çул çинче пăтăрмахсем сиксе тухаççĕ. Кайран ỹкĕнмелле ан пултăр.

Виталий ЧИШКИН, "Поддержка" страхлав кампанийĕн районти уйрăмĕн начальникĕ:

- Манăн водитель стажĕ 30 çула яхăн ĕнтĕ. Çак хушăра çулсем çинче машинăсем нумайланса кайрĕç, час-часах халĕ руль умĕнче этемлĕхĕн черчен пайне курма пулать. Права арçынсене кăна памалла тенипе килĕшес килмест вара. Мĕншĕн тесен хĕрарăмсем хушшинче те арçынтан та лайăхрах руль тытса пыракансем пулаççĕ. Лайăх водитель картне ларманни вара арçынсем хушшинче те тĕл пулать. Çỹреме ирĕк парасси - ятарлă органсен тивĕçĕ, пирĕнтен килмест. Права илме пултарнă-тăк - çул çинче асăрхануллăрах, тимлĕрех пулмалли çинчен манмалла мар.

Алина ЯРАБАЕВА, водитель стажĕ - 10 çул:

- Эпĕ 2005 çултанпах машинăпа çỹретĕп. Ман шутпа, руль умĕнче хĕрарăм та, арçын та çỹреме пултарать. Чи пĕлтерĕшли - транспорт хатĕрне тытса пыракан çын çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнни. Тĕплĕн вĕренсе руль умне ларма ирĕк паракан права илнĕ çынсем кăна машинăпа çỹресен питĕ лайăхчĕ. Кун пек чухне çул çинче инкексем те сахалрах пулĕччĕç, айăпсăр çынсен пурнăçĕ те вăхăтсăр татăлмĕччĕ.

Александр ШОРНИКОВ, Серенкасси ялĕ:

- Паллах, арçынсем транспорт хатĕрне лайăхрах тытса пыраççĕ. 20-25 çул каялла хĕрарăма руль умĕнче сайра кăна курма пулатчĕ. Халĕ вĕсенчен кашниех права илме тăрăшать темелле. Вĕсем хушшинче те лайăх водительсем тĕл пулаççĕ, анчах сайра. Арçынсем техникăна юсама, хĕрарăмсем вара ăна пăхма пĕлеççĕ. Ман шутпа, руль умне правилăсене пĕлекен, çул çинче тимлĕхе çухатман, авариллĕ лару-тăруран пăрăнма пултаракан, ăс-тăн енчен катăк мар çын ларма тивĕç. Ыттисен вара обществăлла транспортпа çỹремелле, е водительпе çуммăн, е хыçалти ларкăч çинче кăна ларса пымалла.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика