18 ноября 2015 г.
Çак ятпа ноябрĕн 16- мĕшĕнче акци пуçланчĕ, вăл пĕрремĕш хут иртмест, çавăнпа ун пирки чылайăшĕ лайăх пĕлет. Çулленхи акци ноябрĕн 27-мĕшĕччен пы-рать. Тĕп тĕллевĕ - халăха наркоманирен асăрхаттарасси çинчен информаци парасси тата ку евĕр преступленисен шайне пĕчĕклетесси. Наркопритонсем ăçта вырнаçни, наркопрес-тупленисем çинчен "шанăç телефонĕпе" кашни кунах 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен 2-17-92 номерпе шăнкăравласа пĕлтерме пулать.
В.БЕЛОВ, районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"