18 ноября 2015 г.
Районта ытларах мунчасем çуннине пĕлтерсех тăратпăр. Мунча тунă чухне хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмаллине, хутсан - тимлĕхсĕр хăвармалла маррине пĕрмаях асăрхатта-ратпăр. Сирĕн пата çитерес тесе тата ытти пирки те тĕрлĕ йышши материалсем хаçат страницисенче çыратпăр. Çав-çавах мунчасем çунаççĕ. Пирĕн тата мĕнлерех ĕçлемелле-ши, мĕнлерех сăмахсемпе вулакана ăнлантармалла-ши? Юлашки çулсенче районта пурăнакансем лайăхрах пурă-нас тесе шурă мунчасем тăваççĕ, тимĕр кăмакасем вырнаçтараççĕ, анчах та вĕсене вырнаçтарнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмаççĕ. Акă иртнĕ вырсарникун Хирлỹкасси ялĕнче пурăнаканскер "Пирĕн пурнăç" хаçатра пушарсем пирки çырнине те вуланă, унăн çĕнĕ мунчинче "хĕрлĕ автан авăтмасса" пĕрре те иккĕленмен, анчах та усалли çывăхра пулнă - тепĕр кунхине ирхи 3 сехет иртсен районти пушар чаçне мунча çунни пирки пĕлтернĕ. Çавăнпа та пурне те вут-çулăма тимлĕхсĕр хăварма юраманнине тепĕр хут асăрхаттаратпăр.
А.ОРИНОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"