18 ноября 2015 г.
Ноябрĕн 12-мĕшĕнче Мускавра пĕрремĕш хут Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕ-сен форумĕ иртнĕ. Унта Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем тата виçĕ пине яхăн регионти секретарь пухăннă. Асăннă форума Чăваш Енрен партин вырăнти уйрăмĕсен 22 секретарĕ хутшăннă, вĕсен йышĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров та пулнă.
Палăртма кăмăллă, форума йĕркелеме пулăшакан волонтерсен йышĕнче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ Раççейри патшалăх социаллă университетĕнче 3-мĕш курсра вĕренекен Лариса Башкирова та пулнă.
Акă мĕн каласа пачĕ Александр Викторович форумран таврăнсан:
- "Единая Россия" пар-ти пĕрремĕш хут хăйĕн историйĕнче çĕршыври пур регионсенчи партин вырăнти секретарĕсене пухрĕ. Çакăн пек пысăк масштаблă мероприяти пире партин ертỹлĕхĕпе тĕл пулса тỹрĕ калаçу ирттерме май пачĕ. Тĕп темăсенчен пĕри 2016 çулхи суйлав тавра пулчĕ, Патшалăх Думине кандидатсене малтанласа суйлассине сỹтсе яврăмăр. Çитес суйлаври требованисемпе, коррупцие хирĕç кĕрешмелли саккунри çĕнĕлĕхсемпе тĕплĕнрех паллашма пултартăмăр. Унсăр пуçне форумпа килĕшỹллĕн "Единая Россия" партин федераллă уполномоченнăйĕсем хутшăннипе малтанласа сасăлассипе çыхăннă 10 дискусси площадки ĕçлерĕ. Форум пленарлă ларура Дмитрий Медведев премьер-министр тухса калаçнипе вĕçленчĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"