20 ноября 2015 г.
Çак фактсемпе Раççей Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕ уголовлă ĕç пуçарнă. Кĕске хушăрах управлени следователĕсем тата ШĔМ-ĕн экономика хăрушсăрлăхĕн, коррупципе кĕрешекен пайĕн сотрудни- кĕсем преступлени тума пултарнă тăватă çынна тытса чарнă. Вĕсем: коммерци организацийĕн генеральнăй директорĕ 32 çулхи Дмитрий Митрохин, вăл малтан та икĕ хутчен айăпланнă пулнă, хальхи преступление те вăл йĕркеленĕ тесе шутлаççĕ. Ăна пулăшаканĕсем: унпа пĕрле пурăннă 31 çулхи Мария Акимова, амăшĕ _ 50 çулхи Татьяна Митрохина тата 33 çулхи Алексей Орлов. Преступниксен уш-кăнĕнче вĕсем кашни хăй рольне пурнăçланă. Уголовлă ĕç материалĕ-сем кăтартса панă тăрăх, çамрăксем наркăмăшланнă "Bacardi Black" этикеткăллă этил алкоголĕ евĕр продукцие 33 çулхи арçын сутнă. Çак арçынтанах 36 çулхи арçын та контрафактлă эрех туяннă пулнă, халĕ ăна медицина пулăшăвĕ параççĕ. Следстви версийĕ-пе тытса чарнă çынсем лицензисĕрех алкоголе çав-рăнăша кĕртнĕ, республика тулашĕнче туяннă этил алкоголĕ евĕр продукцие йỹнĕ хакпа Шупашкарта тата Улатăрта сутнă. Малтанласа палăртнă тăрăх, алкогольте метанол тупнă. Уголовлă ĕçпе килĕшỹллĕн шырав ĕçĕсем ирттернĕ, 900 курупка контрафактлă продукци туртса илнĕ.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"