АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача çиекен апат йỹнĕ-тăк вăл пахалăхлă-и?

20 ноября 2015 г.

Юлашки вăхăтра республикăра ачасен садиксенчи апатланăвĕшĕн ашшĕ-амăшĕ хывакан тỹлев виçине анлăн сỹтсе яваççĕ. Çак кунсенче республикăри Министрсен Кабинетĕнче асăннă тỹлевĕн чи пысăк виçине палăртнă. Ача садикре 12 сехет пулать-тăк апат хакĕ кунне 115 тенкĕрен ытлашши пулмалла мар, 10 сехет - 93 тенкĕрен ытла мар. Çак тỹлевĕн чиккине палăртни ашшĕ-амăшĕнчен илекен укçана ытлашши хăпартса ярасран пулăшмалла.

ЧР вĕренỹ министрĕ Владимир Иванов палăртнă тăрăх, кунта сăмах чи малтанах ачасен апачĕн пахалăхĕ пирки пырать. Хака ятарласа пысăклатас тĕллев çук. "Хăш-пĕр районта е хулара садиксенчи апат-çимĕç ытла та йỹнĕ пулнине куратпăр та - тỹ-рех ыйту çуралать: кунашкал хак мĕнле йĕркеленет? Ача садикре 12 сехет пулать пулсан апат хакĕ 70 тенкĕрен кая мар пулмалла, 10 сехет-тĕк - 50 тенкĕрен кая мар", - тет министр.

Хака çак виçесенчен пĕчĕкрех палăртни тỹрех апат-çимĕç пахалăхĕ тĕлĕшпе иккĕленỹ çуратма тивĕç. Çапла вара министр хăй ертсе пыракан ведомство ĕçне апатлану хакне сăлтавсăр ỹстерсе ярасран сыхланассинче, çавăн пекех апат хакĕ пĕчĕк садиксенче ăна пысăклатассинче курать. Ỹстерни, паллах, пахалăха лайăхлатассипе сăлтавланмалла. Сăмах май, ачасен апатланăвĕн хакне Экономика аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ апат-çимĕç хакĕсене кура хатĕрлеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ садикшĕн тỹлекен виçене пысăклатас ыйтăва пирĕн районта та çĕклерĕç.

Ноябрĕн 17-мĕшĕнче районти вĕренỹ учрежденийĕсен ертỹçисем канашлăва пухăнсан чи малтан шăпах ачасем шкулсенче тата садиксенче мĕнле апатланни пирки сăмах пуçарчĕç. Райадминистрацин вĕренỹ пайĕн методисчĕ Татьяна Улянды шкул столовăйĕсенчи апатлантарупа çыхăннă лару-тăрăва тишкерчĕ (кăçалхи сентябрь-октябрь уйăхĕсенчи кăтартусем). Хăш-пĕр шкулсенче меню чухăнрах пулнине палăртрĕ вăл. Пĕтĕмĕшле районĕпе илсен шкул ачисем кунне вăтамран 30 яхăн тенкĕлĕх апатланаççĕ. Уйрăммăн илсен, Хĕрлĕ Чутай тата Мишеркасси шкулĕсенче ачасем кунне вăтамран 42 тенкĕлĕх çиеççĕ. Кунне 16 тенкĕлĕх апат сĕнекен шкулсем те пур, анчах та вĕсенче харпăр хăй пахчинче ỹстернĕ пахчаçимĕçпе усă кураççĕ. Палăртса хăвармалла, чылай шкула апат-çимĕçпе райпо тивĕçтерет.

Ача сачĕсене илес пулсан, пирĕн районта шкул çулне çитменнисем унта талăкне 10 е 12 сехет пулаççĕ: "Пилеш" тата "Хĕвел" ача сачĕсенче - вуншар сехет, ыттисенче - 12 сехет. "Ку сумма пысăках мар темелле. Пĕр енчен, ку лайăх та - ашшĕ-амăшĕшĕн хаклă мар, анчах та ачана кун каçа çак укçапа мĕнле çитермелле? - палăртрĕ хăйĕн шухăшне райадминистрацин вĕренỹ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Шереметьева. - Ман шутпа, апатшăн тỹлемелли хака ỹстермеллех. 93 тенкĕнех çитермелле мар, паллах, анчах та кăшт та пулин хăпартмалла". Ача сачĕсен ертỹçисем те çак шухăшпа килĕшеççĕ: кунне 55-70 тенкĕпе ачана çителĕклĕ тата пахалăхлă çитерме питĕ йывăр. Менюра темĕн те пулмалла-çке, апат-çимĕçĕ вара хаклансах пырать. Çавăнпа та хаксене хăпартмалли пирки шухăшламах тивет.

Саккунпа килĕшỹллĕн ача сачĕшĕн паракан тỹлеве çулталăкра пĕрре ỹстерме юрать. Çавăнпа та районта ку енĕпе хаксем çитес çул тин улшăнĕç. Ашшĕ-амăшĕ, тен, кунпа кăмăлсăр та пулĕ, çапах та харпăр хăй ачине садикре çителĕк- лĕ шайра çитерччĕр тесен хаксем ỹснипе килĕшмелли кăна юлать. Садике тỹленĕ укçан пĕр пайне каялла тавăрса параççĕ-çке. Аса илтеретпĕр, ашшĕ-амăшĕ тỹлекен укçа-тенке ачасене апатлантарма, хуçалăхри, йăлари япаласем туянма тата гигиенăпа кун режимне тивĕçтересси çине тăкаклаççĕ.

А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика