20 ноября 2015 г.
Кăçалхи тĕпчевсем республикăра кайăксем хушшинче чирлисем пуррине çирĕплетеççĕ. Тав Турра, уйрăмах хăрушă чир - кайăксен грипĕ республикăра палăрман. Анчах та Чăваш Енрен лабораторине ăсатнă 133 пробăран 33-шĕнче микоплазмоз геномне тупнă, 15-шĕнче - ньюкасл чирне. Вăрнар тата Шупашкар районĕсенче тытнă кăвакарчăнсем микоплазмозпа чирленĕ иккен. Ньюкасл чирĕпе Шупашкар районĕнчи кайăксем аптранă. Ньюкасл чирĕн вучахĕ ирĕкри кайăксем хушшинче кăна мар, кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен хуçалăхра та тухма пултарать. Темиçе çул каялла Улатăр районĕнче пĕр хуçалăх кăвакарчăнĕсем çак чирпе аптраса ỹкни пирки çырнăччĕ.
Специалистсем палăртнă тăрăх, ньюкасл чирĕ çынна лекме пултарнипе те хăрушă шутланать. Чир питĕ хăвăрт аталанать. Кайăксем çиме пăрахаççĕ, вар витти аптратать вĕсене, сỹрĕк те мăран пулса каяççĕ, хăш-пĕр кайăк айăккăн выртать, сив чир паллисем пулаççĕ. Кĕлетке температури чакать, сăмсинчен темле шĕвек юхма тытăнать. Çын ветеринарипе санитари нормисене тата гигиенăна пăхăнманнине пула чир çаклатма пултарать. Микоплазмоз чирĕ те çăмăллăнах сарăлать: апат, шыв, инвентарь, каяш урлă. Кайăксен сăмсисенчен малтанах темле шĕвек, тепĕртакран пỹр-сур юхма пуçлать, çăварĕнче желе евĕрлĕ шĕвек пухăнса каять, шавлăн сывлать, йывăрăшĕ чакать тата сахалрах хускалма тытăнать.
Тепĕр чух кайăк уксахлама тытăнни микоплазмоз палли пулма пултарать. Хăш-пĕр чухне чир паллисем пулмасан та пултараççĕ, анчах та кайăк тăруках юнлă ỹсĕрме пуçлать, нумаях пурăнаймасть. Палăртмалла, анализсене çутçанта-лăкри кайăксенчен илнĕ, анчах та хуçалăхсен сисчĕвленме, чăнах та, сăлтав пур. Акă Çĕрпỹ районĕнче пĕр ферма хуçине штрафламах тивнĕ. Вăл экзотика кайăкĕсене хăй хуçалăхне илсе килнĕ, анчах та профилактика карантинĕ пирки маннă пулас - павлинпа фазансене пуллороз, туберкулез тата ерекен ытти чирсемпе аптраманнине тĕпчеттермен. Вĕсем чирлĕ пулнă-тăк - килти чăх-хурсăр тăрса юласси куç кĕрет. "Сыхланни сипленнинчен йỹне ларать", - тесе калани чăнлăх пулнине сăмах вĕççĕн каланипех ĕненесчĕ, чир- чĕре пĕтерме тем чухлĕ укçа тăкакланă хыççăн тин кăна мар.
Н.ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"