25 ноября 2015 г.
Нотариуссен Професси этикин кодексне çирĕплетнĕ. Çак официаллă документра нотариуссен хăйсене мĕнле тытмалли правилăсене тата вĕсене пăснăшăн мĕн кĕтнине çырса кăтартнă.
Документ 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Кам хирĕç каять - хăйсен ĕçтешĕсемех явап тыттарма пултараççĕ. Мĕншĕн тесен кодексра сĕнỹсем мар, çирĕп требованисем.
Сăмахран, нотариус хăйне тĕллĕн тарифа улăштарсан е çăмăллăхсене пама килĕшмесен дисциплинарлă ĕç шутланать. Нотарус нумайрах илни пирки иккĕленỹ çуралчĕ-тĕк çăхавлама пултаратăр. Нотариус çăмăллăхсем пуррине шарламарĕ пулсан вăл тĕрĕс мар тунă.
А.ЗАМУТКИНА.