25 ноября 2015 г.
Кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче пирĕн республикăра пыйтă ернĕ 216 çынна шута илнĕ, паллах, пĕлтĕрхипе танлаштарсан 17 çын сахалтарах. Уйрăмах пыйтă шкул ачисем хушшинче ытларах сарăлнă. Вĕсем ача садне çỹрекенсемпе техникумсенче вĕренекенсем хушшинче те тупăнкалаççĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнче тухтăрсем кăçал 2 çыннăнне пыйтă тупнă тесе пĕлтерчĕç.
Этем çумĕнче 3 тĕрлĕ пыйтă тĕл пулать, пуç, кĕпе тата хыса пыйтисем. Вĕсенчен икĕ тĕрли çынсене пысăк инкек кỹме пултараççĕ: пуç тата кĕпе пыйтисем. Вĕсем тиф текен чире сарма пултараççĕ. Этемĕн юнне ĕçсе пурăнаççĕ, аталанаççĕ, йышланаççĕ.
Кĕпе пыйти çыннăн аялти çи-пуçĕ çинче пурăнать. Вăл çиелти кĕпе-тумтир çинче те, вырăнăн япалисем хушшинче те пурăнма пултарать. Вĕсен ĕмĕрĕ - 1 уйăх çурă таран, çав вăхăтра 200-300 шăрка тăваççĕ.
Пуç пыйти этемĕн пуçĕ çинче пурăнать. Енчен те пыйтăсем йышланса кайсан - çурăм çинче, кĕпе-тумтир таврашĕнче. Вĕсен ĕмĕрĕ - уйăх таран, хăйсен ĕмĕрĕнче 150 шăрка тăваççĕ. Пĕр çынран тепĕр çынна пыйтăсем кĕпе-тумтир, пуçа тăхăнмалли япаласем урлă куçаççĕ.
Пыйтăсем ан пулччăр тесен тата вĕсем кил-йышра, ĕç вырăнĕнче ан сарăлччăр тесен çакăн пек правилăсене пăхăнмалла:
- кашни 7-10 кун хушшинче мунчара çăвăнмалла;
- кĕпепе вырăн япалисене улăштармалла;
- çỹçе вăхăтра касса тăмалла;
- кашни кун çỹçе вĕтĕ турапа турамалла;
- çиелти кĕпе-тумтире час-часах тасатмалла, çири кĕпене, вырăн таврашне çунă хыççăн вĕри утюгпа якатмалла, пурăнакан пỹлĕме таса тытмалла.
Çак канашсене пурнăçласан пыйтăсенчен сыхланма пулать.
Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Çĕмĕрлери пайĕ.