25 ноября 2015 г.
Етĕрнери районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан 61 çулхи арçын тĕлĕшпе уçнă уголовлă ĕçе тĕпчессине вĕçленĕ. Çак арçын амăшĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунă салтак арăмĕ пулнипе усă курса, районти ведомствăсем хушшинчи комиссие унăн кил-çурчĕ 70 процент таран кивелнĕ тесе суя пĕтĕмлетỹ докуменчĕ тăратнă. Комисси документсене ĕненсе çурт пурăнма юрăхсăр тесе йышăннă, ватă хĕрарăма кил-çурт условийĕсене лайăхлатма пулăшмашкăн учета тăма тата социаллă пулăшу илме ирĕк панă.
Каярахпа комиссин çỹлерех асăннă пĕтĕмлетĕвĕсене кура тата амăшĕн ячĕпе шанăç хучĕ тунипе заявлени çыракан арçын 1 миллион тенкĕрен ытларах пĕр хут паракан тỹлев свидетельствине тивĕçнĕ. Çав хут çинчи укçана тĕллевлĕ усă курса хваттер туяннă пек тунă, укçипе хăй кирлĕ пек усă курнă. Тĕплĕнрех каласан, çав укçапа хăйĕн кил-çуртне, хăйĕн патĕнче пурăнакан амăшĕн пỹлĕмне юсанă тата ывăлĕсенчен пĕрне çурт тума пулăшнă тата ытти тĕллевпе тăкакланă.
Следовательсем çак çын айăплине ĕнентерме материал çителĕклĕ пухнă, Етĕрнери район судне ярса панă. Тăкака саплаштарас тĕлĕшпе следователь ыйтнипе 61 çулхи арçыннăн 1 миллион тенкĕне яхăн тăракан пурлăхне - MAZDA 3 тата RENAULT автомобилĕсене - арестленĕ.
А.ДМИТРИЕВА.