АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăлсан та ачасен сассине илтес килет

27 ноября 2015 г.

Елизавета Николаевнăн чунĕнче лăпкă мар. Хĕле кĕрсе пынă май канăçлăхне çухатать вăл. Мĕнле хĕл каçасси пăшăрхантарать ăна, шывне, вуттине йăтмалла... Пĕччен пурнăç - çăмăл мар. Кам шутлама пултарнă ватлăх кунĕсенче юнашар кушак çеç пуласса?

Лизук вăрансан аллине будильник патне тăсрĕ - 4 сехет кăна-ха, час çутăлмасть халь. "Кăштах выртам та, тăратăп ак", - шухăшларĕ вăл. Унăн ниçта васкамалли те çук ĕнтĕ, тивĕçлĕ канура пулни 20 çул ытла. Çын хушшине тухма пăрахнăранпа кашни кунпĕрешкел килнĕн туйăнать ăна. Мăшăрĕ пенсие тухсан нумаях пурăнаймарĕ, утса çỹ-ренĕ çĕртех эрехе пулах вилсе çухалчĕ. Кил- тĕрешĕнче васкамасăр кăштăртатса, ватлăхра мăшăрĕпе шăкăл-шăкăл калаçса, мăнуксемпе савăнса пурăнмалла чух уйрăлса кайрĕ.

Çемьеленсе пурăнасси Лизукăн шутланă пек пулман. Пĕррехинче ял хĕрĕсемпе пасара тухнă та вăл урăх ял каччисем ăна çуна çине лартса тарнă. Йăли çапла пулнă-тăр, кайнă - пурăн, качча кайса таврăннисене ялта хисеплемен, кулма хăтланнă. Лизук чунне хытарсах юратман çын килĕнче хăнăхса пынă, кайран ача-пăча çуралнă. Пурăннăçемĕн эрех кĕленчи патне туртăнакан упăшкинчен пайтах патак çинĕ вăл, ачисене хул хушшине хĕстерсе çара уран та сахал мар тухса тарнă. Сивĕсенче пытанса тăрса шăнса пăсăлни те пулнă. Каялла таврăнмастăп тесе хăйне хăй сăмах парсан та, ачасем ыйтнипе каяллах пырса кĕнĕ... Ачисене ура çине тăратас тесе, колхоз ĕçĕпе килти выльăх-чĕрлĕх патне чупса пĕтĕм çамрăклăхĕ, вăйпитти вăхăтсем иртсе кайнă Лизукăн.

Çынсем кил хуçалăхне çирĕплетнĕ, Лизукăн вара стройка валли мар, ачисене вĕрентсе кăларма укçа çитермелле пулнă. Хĕрĕпе икĕ ывăлĕ пĕрин хыççăн тепри хуланалла çул тытнă. Ашшĕшĕн пулсан ачисем кама-мĕне вĕренни те кирлех пулман. Амăшне йывăррине кура аслăраххи кĕçĕннисене пулăшса пынă.

Ачисем професси илсе ĕçлеме пуçласанах Лизук çăмăллăн сывласа янă. Кĕçех аслă хĕрĕ лайăх çынна качча тухнă, хăйĕн специаль- ноçĕпех ĕçлеме пуçланă. Шел те, аякра пурăнаççĕ çав. Юрать, юлашки вăхăтра сотовăй телефонсем пур. Çак ăслă хатĕре пула инçе çул та кĕскелет, хăш чух Лизука хĕрĕпе юнашар ларса калаçнă пекех туйăнать.

- Анне, манăн пĕтĕмпех лайăх, - теççĕ хĕрĕ те, ывăлĕсем те кашнинчех. Анчах амăшĕнчен пытарма çук, вăл лайăххине те, япăххине те туять. Нихăçан та Лизук хушша кĕмест, ачисемшĕн, вĕсен çемьери килĕшỹпе ăнăçлăхшăн кĕл тăвать...

Пĕррехинче кĕрỹшĕ аварире вилни янкăр тỹпере аслати авăтнă пекех пулса тухрĕ Лизукшăн. Хĕрĕ Надя икĕ пĕчĕк ачапа тăрса юлчĕ. Ку вăхăт тĕлне тепĕр икĕ ывăлĕ те çемьеллĕччĕ ĕнтĕ. Темĕнле йăпатсан та хĕрĕн чĕри йăмăхса ыратрĕ."Анне, эпĕ урăх пултараймастăп", - терĕ вăл хăш чух вăйĕ пĕтсе çитнине туйса.

Темиçе çул иртсен тин унăн сассинче çирĕплĕх палли сисĕнме пуçларĕ. Çакна çав вăхăтра пĕр хушă ĕçме пăрахнă ашшĕ пĕрремĕш сиснĕччĕ. "Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулать...", - тенĕччĕ вăл ун чухне Надьăна лăпкаса. Лизукăн та чĕринче хĕрĕ пирки шанăç çуралнăччĕ...

..."Шухăшсем, шухăшсем, мĕнле аякка илсе çитереççĕ вĕсем", - ассăн сывларĕ Елизавета Николаевна, сехет çине пăхса илнĕ май. "Тăрас пулать, выртнипе усси çук", - терĕ те утиял айĕнчен майĕпен йăшăлтатса тăрса ларчĕ. Ыратакан шăмăсем каллех тапранчĕç пулас, нăйкăшсах ыратаççĕ. Те ача чухне çĕтĕк çăпатапа çỹресе шăннипе е стариккинчен тарса шăнса пăсăлнипе сурать ун шăмшакĕ? Лайăх пушмак туянса тăхăнма Лизукăн яланах укçа çитмен çав.

"Пурнăç иртрĕ, ыррине кураймарăм", - аллипе куççульне сăтăрчĕ те вăл çумне тĕршĕнекен кушака апат пачĕ. Унтан кил картинелле тухрĕ, йĕри-тавра çĕрĕшсе пыракан хуралтăсене пăхса çаврăнчĕ те каллех унăн чунĕ хурланчĕ: тахçан выльăх-чĕрлĕхпе тулли пулнă хуралтă нумай çул ĕнтĕ пушă ларать. Çын алли пырса тĕкĕнмесен çапла вăл - пĕтĕмпех юхăнать. Анчах Лизукăн халĕ выльăх пирки мар, хăйĕн сывлăхĕ пирки шухăшлас пулать. Акă Лизук урамалла пуçне кăларчĕ. Унталла-кунталла пăхкаларĕ, пускилти мăшăр сулланкаласа утса килнине асăхарĕ. "Хуйхăпа мар, ахаль ĕçеççĕ. Упăшки анчах ĕçлесе килчĕ, темиçе кунта укçи те çук. Ах, пĕтет, пĕтет ял...", - тунсăхлăн алăка хупрĕ Лизук.

Унтан пỹрте кĕрсе чĕререн эмел ĕçрĕ. Лăпланнă хыççăн хĕрĕ патне шăнкăравлама шутларĕ. "Эп халь калаçаймастăп, кайран...", - пулчĕ сас хальхинче те. Ăнланать хĕрне вăл, икĕ ĕçре тăрăшать, ачисене вĕрентмелле...

Чуна уçса калаçасси пулмасть темшĕн. Амăшĕн вара ачин сассине илтес килет, çавăнпа хĕрĕн шăнкăравне кĕтсе илеймесĕр хăй шăнкăравлать. Ывăлĕ час-час шăнкă-равласа тăни савăнтарать-ха амăшне.

Лизук хăйне лайăхрах туйма пуçласан апат янтлама шутларĕ. Çиес те килмест пек, анчах хатĕрлемеллех. Юлашки вăхăтра унăн тем час вăй пĕтсе килет. Больницăна та кайса пăхрĕ, анчах унта ватă çынсене пăхасшăнах мар çав. Хыттăн çеç каласа хураççĕ, тỹлевлĕ тĕпчеве кайма ватă çыннăн укçа çук.

Çапла кун хыççăн кун иртет Елизавета Николаевнăн. Унăн ячĕпе ашшĕ ятне улăштартăмăр, анчах эсир, хаçат вулаканă-мăрсем, çак сăнарта хăвăр кỹршĕне, пĕлнĕ çынна палласа илме пултаратăр.

Мĕнле пурăнатăр, аннесемпе асаннесем, аттесемпе асаттесем? Хăвăр пурнăç çинчен пире çырса пĕлтерĕр.

Чунри шухăшсене А.ДМИТРИЕВА çырса илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика