АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Анне пурăнтăрччĕ кăна" тесе шухăшлаттăм…

27 ноября 2015 г.

Ачалăхри туйăм, туртăм... Чылайăшĕ халĕте ун чухнехи пекех вăй илет.

Анне, Антонина Петровна, чирлесе вилесрен хăрани, аннене шеллени нихăçан та хăпмарĕ. Тăлăх арăмсем пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчерен уйрăлатчĕç. Пỹртсем пушанатчĕç. Анне те час-часах чирлекелетчĕ. Ан вилтĕрччĕ кăна, ытти ним те-ним те мар, çимесĕр-вылямасăр пурăнма та хатĕр - анне пурăнтăрччĕ кăна. Пысăк савăнăç _ вăл вăрмантан е урăх çĕртен килсе кĕни. Телей - вăл больницăран таврăнни. Маншăн чи усал-киревсĕр çын - аннене кỹ-рентерекен. Пурччĕ ун пеккисем. Сахал та мар...

Шкула кайма пуçланине аса илетĕп. "8" паллин хырăмĕ-сем пĕрешкел пулаймаççĕ. Анне пĕрре туса кăтартать, тепре... Виççĕмĕшĕнче тỹсеймерĕ, ман пуçа аллипе тытса çĕклерĕ те:

- Паян шкулта мĕскер туса пурăнтăн? - тесе ыйтрĕ. Урăхран вăл мана урока хатĕрленме пулăшнине астумастăп. Анчах унăн сăмахĕ: "Паян шкулта мĕскер туса пурăнтăн?" - тени, пурнăç программине яланлăхах кĕрсе юлнăччĕ. Учитель вĕрентнине урокрах ăнланса-вĕренсе çитмелле. Çакна картсах хутăм...

Иван ЛИСАЕВ, çыравçă, Хирлỹкассинче 1939 çулта çуралнă, халĕ Шупашкарта пурăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика