27 ноября 2015 г.
Пурнăçăм çăмăл пулмарĕ. 29 çулта виçĕ вак ачапа мăшăрсăр тăрса юлтăм. Асли Юра 9 çулта, Валери 7 çулта, Саша çулталăк та 9 уйăхра ашшĕсĕр юлчĕç. Пĕтĕм пурнăç ачасене ỹстерсе, вĕрентсе, çĕршыва юрăхлă çын тăвассишĕн иртрĕ. Пурнăçра пĕр кун та ĕçсĕр ларман: хĕллесенче вăрман ĕçлеттĕмĕр, çуллахи кунсенче колхоз ĕçĕнчен пĕр кун та юлман. Тăрăшса ĕçленине кура тăватă хутчен ял Канашĕн депутатне, пĕр хут район Пухăвĕн депутатне суйларĕç. Яланах халăх шаннине тỹрре кăларма тăрăшаттăм.
Вăхăт сисĕнмесĕрех шурĕ, ачасем ỹссе çын пулчĕç, пурте харпăр хăй çемйине çавăрчĕç, ял-йышра хисеплĕ çынсем. Манăн халĕ 10 мăнук, 4 кĕçĕн мăнук. Ывăлсемпе кинсем, мăнуксем килсех çỹреççĕ, манмаççĕ, хисеплеççĕ, манăн сывлăхпа интересленсех тăраççĕ, ăшă сăмахпа, ырă ĕçĕсемпе савăнтарма тăрăшаççĕ. Тавтапуç ачасене, кинсене, мăнуксене, хальччен мана пĕр сивĕ сăмах та каласа курман. Ман шутпа, çĕр çинчи кашни амăшĕ хăйĕн пурнăçĕнче ачисен, мăнукĕсен ырлăхне, пархатарлăхне курма тивĕç.
Зоя Семеновна КУДРЯШОВА, 74 çулта, Пĕрремĕш Липовка ялĕ, виçĕ ача амăшĕ.