АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турă амăшĕн - сăну сан!

27 ноября 2015 г.

Юрату пирки этемлĕх историйĕнчи чи пултаруллă та ăслă çыннисем каланипе кашнинпе тенĕ пекех килĕшетĕн тата унăн пĕлтерĕшне çавăн пек сăнарлă та витĕмлĕ уçса пани тĕлĕнтерет кăна мар, хавхалантарать те вулакан чĕринче уçăмлăх та лăпкăлăх кĕртет, çак сăваплă туйăма хаклама вĕрентет. Вулама ỹркенмелле мар çеç.

Эпĕ вара хам енчен кĕскен çапла кăна каланă пулăттăм: юрату - пурнăç пуçламăшĕ, унăн тĕрекĕ те тĕревĕ, унăн килĕшỹлĕхĕ те илемĕ, пурнăç аталанăвĕн никĕсĕ, этемлĕхе Турă шайне çĕклекенĕ...

Кашни çын çак хăватлă туйăма кĕтсе илме ĕмĕтленет. Маларах е каярах килет-и вăл, анчах та Çỹлти Турă никама та аякра тăратса хăвармасть. Тупăннă телее тĕлсĕр-палсăр çухатас марччĕ çеç.

Юрату çимĕçĕ - ачасем, çак асамлă туйăма çирĕплетекенсем. Çын çут тĕнчене килни пĕр енчен тĕлĕнтермĕш, тепĕр енчен тата - телей. Çак телее парнелекенĕсем - аттесемпе аннесем.

Çынлăха, чунлăха тытса пыма вара ачисемпе ашшĕ-амăшĕсен хушшинчи çыхăнăвĕ пулăшать. Çак çыхăну татăлсан этем чирлеме пуçлать, аташса çỹрет, сисмесĕрех çын сăн-питне çухатать...

Шел пулин те, этем пурнăçĕ кĕске. Анчах та пирĕнтен кашниех вилĕмсĕрлĕх пирки шухăшлать. Ку шая çитме вара атте вĕрентĕвĕпе анне юратăвĕ пулăшать. Атте вĕрентĕвĕ - вĕçĕмсĕр, анне юратăвĕ - чикĕсĕр. Çак чăнлăха ăнланса тата туйса илсен вĕсемпе çыхăну нихăçан та татăлмасть.

Ку сăваплă çыхăну - вăй-хăват çăлкуçĕ, ырăлăх кăвайчĕ, çитĕнỹ хĕвелĕ.

Анне сĕчĕ, атте юнĕ пирĕн чун-чĕ-ресене, ăс-тăна, сăн-пите, кĕлеткене калăплать, кăмăла палăртать. Çитĕнсе-аталанса çын шутне кĕресси вара... хамăр алăра.

Мĕншĕн-ха пирĕнтен кашниех пурнăç çулĕ çинче мĕнле те пулсан хăрушлăх сиксе тухсан тỹрех Турра тата аннене аса илет, вĕсенчен пулăшу ыйтать? Хамăр сисме- сĕрех аннене чи çỹллĕ шая лартатпăр? Çакă вăл, паллах, ăнсăртран мар: пирĕн шăпа вĕсен аллинче.

Аннесене сума суни - чи пысăк уявсенчен пĕри. Турă çуралнă тата Турă чĕрĕлнĕ уявсемпе пĕр тан!

... Пирĕн анне те çак кунсенче 90 çула пусрĕ; унăн пурнăçĕ татах та вăрăм пултăр тесе Турăран ыйтатпăр, Турра кĕл тăватпăр эпир, ачисем.

Мĕн кăна тỹссе ирттермен пулĕ пирĕн аннесем: çуклăхне те, выçлăхне те, йывăрлăхне те, асапне те... Вĕсем хăйсем çинчен манса ачисем пирки шутланă, мĕнле те пулсан ура çине тăратасчĕ, çын тăвасчĕ тесе ĕмĕтленнĕ. Ун пек çынсен сăн-пичĕ те урăхларах, пуринчен те çутăлăхпа уйăрăлса тăраççĕ.

Эпĕ хамăн аннене çурлапа тырă вырнине те, колхоз уй-хирĕнче халăхпа пĕрле тăрăшнине те, хур-кайăксем пек карталанса утă çулнине те астăватăп. Куçсем яланах ăна шыратчĕç. Ун пек илемли тĕнчипе те çук пек туйăнатчĕ. Киле таврăнсан анкарти ĕçĕсене тунине, выльăх-чĕрлĕхне пăхнине, ачисем тутă пулччăр тесе кăмака умĕнче кăштăртатнине пĕрмаях аса илетĕп. Мĕн ватăличчен - ĕçре! Ывăннине те туймастчĕ пулмалла.

Яваплăха туйса тăни пĕрремĕш вырăнта пулнă вĕсен, чăваш хĕрарăмĕ-сен: ачисемшĕн, ырă ятшăн, ялшăн, тăван хуçалăхшăн... Тăван Çĕршыв тĕревĕ тесен те йăнăш пулмĕ!

Тавах сана, анне, куллушăн,

Иксĕлми ыр кăмăлушăн!

Вăрăм пултăрччĕ çулу сан;

Турă амăшĕн- сăну сан!

Вячеслав ОРИНОВ, Серенкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ, Раççей тата Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн режиссерĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика