27 ноября 2015 г.
Çулталăк пуçланнăранпа Çĕмĕрле хулинче, Çĕмĕрле тата Хĕрлĕ Чутай районĕсен территорийĕнче 50 çул-йĕр инкекне регистрацилерĕмĕр. Вĕсенче 6 çын вилнĕ тата 66-шĕ тĕрлĕ сурансем илнĕ. Ытларах чухне çул-йĕр çинчи аварисем водительсен çăмăлттайлăхне пула пулаççĕ. Руль умне ларакан водителĕн яваплăха туймалла. Шел те, чылай водительшĕн, уйрăмах анчах права илнисемшĕн, транспорт хатĕрĕ тетте пулса тăрать. Вĕсем хушшинче çул-çỹрев правилисене пăхăнманнисем те пур. Алла права илсенех хăйсене опытлă водитель вырăнне хураççĕ. Анчах та правилăсене пăхăнманни пысăк инкек патне çитерме пултарать-çке. Водитель айăпĕпе пассажирсен тата çуран çỹрекенсен пурнăçĕ татăлма пултарать.
Çул-йĕр çинчи аварисене телевиденипе тăтăшах куратпăр. Çапах та кăмăла хускатакан картинăсем хыçĕнче çын-сен асапланăвĕ, ыратăвĕ тата пурнăçĕ тăрать. Чылайăшĕ çакна инкеклĕ лару-тăрăва лексен тин ăнланать. Пирĕнтен кашниех çакăн евĕрлĕ лару-тăрура пулмасть тесе шухăшлать, çулçỹ-рев правилисем ыйтнине пăхăнмасть. Çак йăнăш хуйхă-суйхă патне çитерет.
Пысăк стажлă водительсем те айăплă пулаççĕ. Вĕсене хăйсене ытлашши шанни кансĕрлет. Хăш-пĕр чухне авари пулнă вырăна çитсенех водительсем руль умĕнче чылай çул ларнине, хальччен пĕр штраф та, çул-йĕр çинче пĕр инкек те пулманнине пĕлтереççĕ, айăплисене çамрăккисенче шыраççĕ. Лару-тăрăва пăхса тухнă хыççăн вара хăй айăплă пулни çиеле тухать. Ăнлантарма тăратăн - ăнланмаççĕ, ĕненмеççĕ. Çулçỹрев правилисене улшăнусем, çĕнĕлĕхсем кĕртсех тăраççĕ. Çакă çỹл-йĕр çинчи пур участника та пырса тивет. Телевиденири тата юлташсен информацине кăна шанма кирлĕ мар, çĕнĕлĕхсемпе паллашсах тăмалла.
Транспорт хатĕрĕсен пассажирĕсем те пра-вилăсем ыйтнине пăхăнмаççĕ: чи анлă сарăлни - хăрушсăрлăх пиçиххине çыхманни. Вĕсем хăрушсăрлăх пиçиххине çыхмаллине лайăх пĕлеççĕ. Çыхманнине вара çул инçе пулманнипе, транспорт çине анчах ларнипе, ăна çаклатма ĕлкĕрейменнипе сăлтав-лаççĕ.Хăш-пĕр чухне çакна ĕненме пулать. Анчах пассажирсене хăрушсăрлăх пиçиххине çаклатма ыйтсан вĕсен йывăрлăхсем тухаççĕ: е çыхаймаççĕ, е водитель ăна çирĕп-летекен фиксаторсене ларкăч айĕнчен кăларма кахалланать. Вак-тĕвек кăна, анчах авари пулсан тĕрлĕ суран пулма, çын вилме пултарать.
Çуран çỹрекенсем хăйсен тĕрĕс мар йышăнăвĕпе никама та кансĕрлемеççĕ тесе шухăшлаççĕ. Чи анлă сарăлнă йăнăшсем - юраман вырăнта çул урлă каçни тата светофор сигналне пăхăнманни. Сăлтавĕ - кахалланни. Темшĕн çуран çỹрекене ятарлă вырăна е светофор патне çитме йывăр. Вăхăта шеллесе çул урлă хăвăрт чупса, карта урлă сиксе хăйсен маршрутне кĕскетеççĕ вĕсем. Юлашки çулсенче пĕчĕк хуласенче те транспорт хатĕрĕн çул çинчи юхăмĕ пысăк пулнине асра тытмалла.
Çул-йĕр çинчи участниксене пурне те правилăсене пăхăнма ыйтатăп. Çул çинчи хăрушсăрлăх хамăртан килет. Ыттисен хăрушсăрлăхĕ пирки те манма кирлĕ мар. Эпир ытларах чухне транспорт хатĕрĕпе хамăр çывăх çынсене, тăвансене турттаратпăр-çке. Йывăр инкек пулсан вара пурнăç тăршшĕпех çакăнпа пурăнмалла пулать. Çул-йĕр çинчи ансат правилăсене пĕлни сирĕн çула шанчăклăрах тата тăнăçлăрах тăвĕ.
Н.БЕЛОВ, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн Çĕмĕрлери уйрăмĕн начальник тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ.