АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туберкулезпа чирлекенсем районта сахал мар

27 ноября 2015 г.

Туберкулез чирне халăх хушшинче ĕлĕк-авал чахотка тенĕ. Çак чир сикекен хăрушă чирсенчен пĕри пулнă. Паянхи куна та туберкулез çинчен манма кирлĕ мар. Пирĕн республикăра туберкулез чирĕпе нумаййăн чирлеççĕ. Кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче 484-ăн активлă формăллă туберкулезпа чирленĕ, вĕсенчен 17-шĕ - вунçичĕ çула çитмен ачасем.Хĕрлĕ Чутай районĕнче пĕлтĕр 20 çын активлă формăллă туберкулезпа чирленĕ, ку кăтарту республика кăтартăвĕнчен икĕ хут нумайрах.

Туберкулез - социаллă чир. Уйрăмах çак чирпе япăх пурнăç условийĕсенче пурăнакан çынсем ытларах чирлеççĕ. Чире пуçараканĕ - микобактери.

Туберкулезпа çынсем кăна мар, выльăх- чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк те чирлеççĕ. Туберкулез пуçаракан микробсем виçĕ тĕрлĕ пулаççĕ: çынна, вăкăра, кайăк-кĕшĕке чирлеттерекенсем. Туберкулез микобактери- йĕсем питĕ тỹсĕмлĕ, çирĕп, типĕ сурчăкра 100 градусра 45 минутран тин вилеççĕ, пỹрт- çуртра 1-2 уйăх, кĕнеке-журнал хушшинче - 6 уйăх, сĕт-çура - 10 уйăх, тăпăрчăра - 8 уйăх таран пурăнма пултараççĕ. Хĕвел çути 5-10 минут хушшинче тата хлораминпа хлор извеçĕ вĕсене лайăх тĕп тăвать.

Туберкулез чирне пуçараканĕ - чирлĕ çын. Ку чирпе чирлекенсен мĕнпур органĕ сиенленет, чи малтан ỹпкесем чирлеççĕ. Унтан вăл шăмăсене, çỹлти сывлăш çулĕсене тата хырăмлăха лекме пултарать. Çыннăн организмне туберкулез микобактерийĕсем сывлăшпа, апат-çимĕçпе е ытти япаласемпе пĕрле лекеççĕ. Ку чир çынна туберкулезпа чирленĕ çын сурчăкĕнчен, шăкран, каяшран ерме пултарать. Унсăр пусне чирлĕ выльăх- чĕрлĕхрен, вĕсен сĕчĕпе продукчĕсем тата пиçсе çитмен аш-какайĕ урлă ерет. Чирлĕ чăх çăмарти, уйрăмах ăна чĕрĕлле çисен, çав чире пуçарма пултарать. Чирлĕ çын урайне сурни, çемьере пурте пĕр савăт-сапапа тата пĕр алшăллипе усă курнă чухне уйрăмах хăрушă. Уçă формăллă туберкулезпа чирленĕ çынсен шкулсенче, ача-пăча çурчĕ-семпе учрежденийĕсенче, столовăйсенче, апат-çимĕç лавккисенче тата ача-пăча япалисем е теттисем сутнă çĕрте ĕçлеме юрамасть.

Пирĕн çĕршывра туберкулезран сыхланмалли прививкăсене 1825 çултах тума тытăннă. Кăкăр ачисене çуралсанах, пĕрремĕш эрнерех, прививка тăваççĕ (3-7-мĕш кунсенче), кайран тепĕр хут - 1-мĕш класра вĕренекенсене. Туберкулезран прививка тунă ачасем ку чирпе 2-3 хут сахалтарах чирлеççĕ. Кил-йышра уçă тата активлă формăллă туберкулезпа чирлĕ çын пур пулсан ача-пăчана чиртен сыхламалли прививкăна уйрăмах çине тăрса тутарттармалла. Ачан сывлăхне тĕплĕн сăнамалла, чирлĕ çынран пĕр уйăх хушши уйрăм усрамалла (санаторинче е ача çуртĕн-че), е чирлĕ çынна хайне çав вăхăтлăха больницăна вырнаçтармалла.

Роспотребнадзорăн Çĕмĕрлери уйрăмĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика