АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсене кивçен парса тупăш илме шутланă

27 ноября 2015 г.

Нумаях пулмасть прокуратура район территорийĕнче потребительсен прависене хỹтĕлесси çинчен калакан саккуна мĕнле пурнăçланине тĕрĕслерĕ. Ун вăхăтĕнче çакă паллă пулчĕ: суд приставĕсен районти уйрăмĕ Антонов гражданин займĕсемпе килĕшỹллĕн парăмсене шырани пирки 13 пурнăçлав производстви пуçарнă. Вăл ыйтнипе Етĕрне район сучĕ 8 йышăну кăларнă.

Прокуратура тĕрĕслев хыççăн Антонов пирки РФ КоАП-ĕн 14.1 статйин 1-мĕш пайĕпе административлă ĕç пуçарчĕ тата ун çинчен 8-мĕш номерлĕ налук службине налук тĕрĕслевĕнче усă курма информаци ярса пачĕ.

Çак тĕслĕхпе çыхăнтарса аса илтерес килет, çỹлерех асăннă статьяпа килĕшỹллĕн предпринимательлĕх ĕç-хĕлне патшалăх регистрацийĕ тумасăр пурнăçлани административлă йĕркене пăсни шутланать.

РФ Граждансен Кодексĕн 23 статйин 1-мĕш пункчĕпе килĕшỹллĕн гражданинăн патшалăх регистрацийĕ тусанах уйрăм предприниматель ĕçне кỹлĕнме ирĕк пур.

Çапла харпăр хăй тĕллĕн, хăрамасăр-тумасăр, тупăш илес тесе уйрăм çынсене темиçе хутчен те укçа кивçен панăшăн, вĕсенчен процент илсе тăнăшăн административлă явап тытма тивет.

С.ДАНИЛОВ, район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика