27 ноября 2015 г.
Район территорийĕнче пурăнакан гражданин ыйтнипе прокуратура ĕçченĕсем райадминистраци саккун ыйтнисене епле пурнăçласа пынине, çынсен ыйтăвĕсене йĕркепе пăхса тухнине тĕрĕслерĕç, çитменлĕхсем тупса палăртрĕç.
В.Никитин кăçалхи июль уйăхĕн 23-мĕшĕнче администрацине Хăмарккаран шкул автобусĕн маршрутне çирĕплетнĕ май район территорийĕнчи автоçулсене тимлĕх уйăрма ыйтса çырнă. Заявлени администрацине июлĕн 27-мĕшĕнче çитнĕ, ăна çак кун регистрациленĕ. Район администрацийĕн хуравне августăн 26-мĕшĕччен памалла пулнă. Асăннă гражданин хуравне кĕтсе илеймен.Ыйтăва вăхăтра пăхса тухассишĕн райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ А.Магаськин яваплă пулнă.
Тĕрĕслев кăтартăвĕпе должноçри çынна РФ КоАп-ĕн 5.59 статйипе административлă явап тыттармалла турăмăр, 5000 тенкĕ штраф патăмăр.
С.ДАНИЛОВ, район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ.