27 ноября 2015 г.
Банксем, страхлав компанийĕсем тата нотариус кантурĕсем Раççей реестрĕнчен, куçман пурлăхăн патшалăх кадастрĕнчен тата правасен Пĕрлехи патшалăх реестрĕнчен сведенисене хăйсем тĕллĕн илме тивĕç.
Саккунпа килĕшỹллĕн, 2015 çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнчен организацисен хăйсен клиенчĕсенчен асăннă информаци ресурсĕсенчен çырса илнисене (выписка) ыйтма ирĕк çук. Сведенисене Интернет урлă кăна ыйтса пĕлме юрать.
Улшăнусем чылай юридици процедурине çăмăллатаççĕ. Кирлĕ информацин электрон тĕсне 5 кун хушшинче илме пулать. Раççей реестрĕн порталĕн "Специалистсене" тата "Нотариуссене" текен пайсенче ыйтса пĕлмелли алгоритм çинчен информаци пур. Çавăн пекех сведенисене ятарлă сервиссемпе усă курса ыйтса пĕлме пулать. Вĕсене илес тесен электронлă майпа алă пусни кирлĕ.
Унсăр пуçне кирлĕ информаципе "Раççей реестрĕн электронлă патшалăх пулăшăвĕсем" буклетра паллашма пулать.
Кăçал правасен Пĕрлехи патшалăх реестрĕнчен сведенисем илес тĕллевпе Управление129 пин ытла ыйту пулнă. Раççей реестрĕн порталĕ урлă - 1444. Электронлă çыхăну тытăмĕпе усă курса 56 пин ытла ыйту янă, хут çинче - 61269. Ытти регионсенчен 250 пин ытла ыйту çитнĕ.
Раççей реестрĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн пресс-служби.