АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕрхи йывăç çурта пурăнма юрăхлă тенĕ

02 декабря 2015 г.

Пĕренесем пасараççĕ, витрере шыв шăнать. Çурта ишĕлесрен темиçе çĕртен каштасемпе тĕкĕ панă. Çакăн пек пỹртре икĕ инвалид пурăнать. Вĕсем темĕнле "чан çапсан та" 1886 çулта тунă çурта районти комисси пурăнма юрăхлă тесе çирĕплетнĕ.

Ноябрĕн 30-мĕшĕнче "Пирĕн пурнăç" район хаçачĕн редакцийĕнче Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне халалланă "вĕри лини" иртрĕ. Хевтесĕррисен пурнăçĕнче сиксе тухакан, вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине район больницин, социаллă хỹтлĕх пайĕн, пенси фончĕн уйрăмĕн специалисчĕсем хуравларĕç. Хăш-пĕр çивĕч ыйтупа инвалидсене çитсе курма та тỹр килчĕ. Хĕрлĕ Чутай салинчи Октябрьски урамĕнчи 4-мĕш çурта эпĕ районти социаллă пулăшусемпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсемпе Раиса Шехрейкинапа, Валентина Таеровапа кайса куртăм.

Алăка пысăках мар кĕлеткеллĕ хĕрарăм уçрĕ. Çак икĕ хваттерлĕ çуртăн пĕр пайĕнче хĕрĕпе амăшĕ пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те - иккĕмĕш ушкăн инваличĕсем, амăшĕ - пĕтĕмĕшле чирсене пула хевтесĕррисен шутне кĕнĕ, хĕрĕ - çуралмах сусăр çуралнă.

- Мĕнле пурăнкалатăр, Юлия Михайловна? - интереслентĕмĕр эпир. 80 çула пуснă кинемейĕн ку- çĕнче хумханупа канăçсăрлăхран ытла нимĕн те курăнмарĕ.

- Пурăнатпăр майĕпен... Мĕнле хĕл каçмалла-ши тесе кулянатпăр. Çултан-çул çурт япăхсах пырать, шăтăк-çурăка питĕрсе çитерме те май çук. Акă, хам больницăра выртнă хушăра аякри хулара пурăнакан хĕрĕм килсе урайĕнчен сивĕ ан хăпартăр тесе палассем туянса, сарса хăварнă, анчах ку та ăшша тытса çитереймест. Хĕл каçма пĕр машина вутă та çитмест. Ирĕн-каçăн кăмака, потопка хутатпăр, сивĕсенче виçĕ хутчен хутни те пулать. Укçа-тенкĕ çитерсе пыма питĕ йывăр. Пенси ултă пинтен кăшт кăна иртет, ун çумне сусăрсене паракан укçа - икĕ пин ытла, компенсаци - 700 тенкĕ ытларах. Шутласа пăхăр, вутă туянас пулсан пĕр машини çичĕ пин тенкĕ тăрать. Унсăр пуçне эмелсем, куллен кирлĕ япаласене туянса тăккаланма тивет. Мĕнле саплаштарса пурăнмаллине те пĕлместĕп, ниçтан нимĕнле пулăшу та çук...

- Эсир çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас шутпа ял тăрăхне ыйтупа тухман-и?

- Ял тăрăхĕн администрацине 2006 çултах заявлени çырса панăччĕ, ун хыççăн та... Анчах заявленисем таçта çухалнă. 2011 çулта ял тăрăхне каллех ыйтупа тухса çурт юрăхлăхне тĕрĕслеме ыйтрăм. Çулталăкран ведомствăсем хушшинчи комисси çурт 50 процент пурăнма юрăхлă тесе çирĕплетрĕ. Çакăнпа килĕш-меннипе хĕрĕмпе иксĕмĕре пурăнмалли çурт уйăрса пама ыйтса район Пухăвĕн депутачĕ-сем патне çырупа тухрăм. Анчах район администрацийĕн пуçлăхĕ ял тăрăхĕн пĕтĕмлетĕвĕ çине таянса çакăнтах пурăнма пулать терĕ. 1886 çулта учительсене пурăнма тунă, 1928 çулта тĕпрен юсанă çурт ку таранччен мĕн таран япăхланса çитнине ĕнентерес тесе Шупашкартан специалистсене экспертиза тума чĕнсе илтĕм. Вĕсем çурта тĕплĕ тĕпчесе тĕрĕсленĕ хыççăн çурт 90,4 процент юрăхсăррине çирĕплетсе пачĕç. Çакăн хыççăн çеç çурт условийĕсене лайăхлатмашкăн учета тăтăмăр. Ял тăрăхĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, эпир черетре 200-мĕш, 300-мĕш вырăнсенче тăратпăр иккен. Черет çитессе эпĕ кĕтсе çитерес çук та пуль... - хумханса калаçрĕ Юлия Семенова.

Тема тăсăмĕ - çитес номерте.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика