АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çĕнетсех пыратпăр"

02 декабря 2015 г.

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Çавна май киввине çĕнетмелле, тĕпрен хута ямалла тата ытти те. Юлашки çулсенче район больницинче сахал мар ĕç турăмăр: юсарăмăр, сăрларăмăр, çĕнĕ оборудовани туянтăмăр. Акă паян район халăхне меллĕ тата Çĕнĕ çул парни пултăр тесе регистратурăна çĕнетессишĕн ĕçлетпĕр. Регистратурăра та сĕтел-пукан çĕнелĕ, коляскăпа çỹрекен инвалидсене хăйсене валли ятарлă чỹ-рече те, халăха йышăнмалли вырăн та меллĕрех пулĕ. Çавăн пекех çывăх вăхăтра инфекци уйрăмне те юсаса çĕнетесшĕн. Инфекци уйрăмĕ валли республика Правительстви 5 млн та 600 пин тенкĕ уйăрчĕ, паян ку енĕпе документсем хатĕрлессипе ĕçлетпĕр. Пĕтĕмпех çĕнĕ пулать, хальхи инфекци çурчĕн стенисем кăна юлаççĕ. Юлашки икĕ çул хушшинче районти ялсенче ултă фельдшерпа акушер пункчĕ уçрăмăр: Туканашра, Çĕн Атикассинче, Анат Çĕрпỹкассинче, II Хурашашра, Çĕн Ирчемесре, Тихăнушкăнче. Пире фельдшер пункчĕсем Ачкасси тăрăхĕнче те, Березовкăра та кирлĕ. Çитес çул вара пĕрремĕш фельдшерпа акушер пунктне Серенкасси ялĕнче тума планларăмăр. Пĕтĕмпех лайăх пулсан, çĕнĕ фельд-шерпа акушер пункчĕ халăха çуллахи кунсенче йышăнма та пуçлĕ.

Иван ИГНАТЬЕВ, район больницин тĕп врачĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика