02 декабря 2015 г.
Ỹсĕр пулнăшăн ĕçрен тухса ỹкнисене "Ĕç ветеранĕ" ят памалла мар тесе шутлаççĕ Çак кунсенче Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсем çинчен калакан саккун проектне пăхса тухса ырланă. Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министрĕ Сергей Димитриев пĕлтернĕ тăрăх, документа РФ Президенчĕ 2014-2016 çулсенчи бюджет политикине йĕркелеме хушнине тĕпе хурса хатĕрленĕ. Унпа килĕшỹллĕн социаллă пулăшупа граждансене ятран, вĕсене кирлине кура тивĕçтермелле. Аса илтеретпĕр, 37 çул та 6 уйăхран сахал мар ĕçленĕ хĕрарăмсене тата 42 çул та 6 уйăхран кая мар ĕç стажĕ пур арçынсене "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ят параççĕ. Çỹлерех асăннă саккун проекчĕпе хисеплĕ ята илме малтанхи критерисем çумне çаксене хушма сĕнеççĕ: стажăн 50 проценчĕ Чăваш Республикипе çыхăнмалла, унсăр пуçне хăй вăхăтĕнче тỹрĕ кăмăлпа вăй хуманшăн (ĕçе тухманшăн, ĕçре ỹсĕр пулнăшăн, ĕç вырăнĕнче ют пурлăха вăрланăшăн тата ытти те) ĕçрен кăларса янине шута илесшĕн. Министр палăртнă тăрăх, кун пирки ыйтса çыракан нумай пулнă, пĕтĕмпе 120 ытла çыру килнĕ. Паллах, ветеран ячĕсĕр юлма пултаракансем кăмăлсăрланаççех. Çавна май Иван Моторин премьер-министр ку саккун проекчĕ тĕлĕшпе тивĕçлĕ ăнлантару ĕçне йĕркелемеллине палăртнă. А.СЕМЕНОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"