02 декабря 2015 г.
Пирус туртакансем хушшинче çапларах шухăш çỹрет: кальян сывлăхшăн пĕртте сиенлĕ мар. Унти кальян сĕрĕмне шыв тасатса кăларать. Анчах та кирек мĕнле сĕрĕмре те организмшăн сиенлĕ хутăшсем - угарлă газ, формальдегидсем, никотин тата ытти те - пуррине асра тытмалла. Çамрăк çынсем кальян сиенлĕхне малтанлăха сисмеççĕ, вăхăт иртсен тин туяççĕ. Çакă çывăх çынсен сывлăхне сиен кỹме пултарнине те пĕлмеççĕ вĕсем. Кальян туртнин сиенлĕхĕ вара ăруран-ăрăва куçса пырать. Кальян туртакан сехет хушши тăсăлакан сеансра 100-200 сигаретри сĕрĕме сывласа илет. Кальян сĕрĕмне шыв фильтрĕ витĕр кăларсан та унта угарлă газ, йывăр металсен тăварĕсем, хими япалисем сыхланса юлаççĕ. Çаксем пурте - рак чирне пуçарса яракансем. Шыв фильтрĕ никотинăн пайне кăна тытса юлать. Интернетри рекламăна ĕненме кирлĕ мар. Организм никотинăн пĕчĕк дозине те пăхăнма, хăнăхма пултарать. Никотинсăр пуçне организма ытти сиенлĕ япаласем лекеççĕ, мĕншĕн тесен трубкăри шыв пур "сĕрĕм химине" туллин тытса çитереймест. Палăртмалла, кальянăн пур тĕсĕ те сывлăхшăн сиенлĕ. Çакăн пирки кальян туса кăларакансем те, унпа сут тăвакансем те лайăх пĕлеççĕ. Çамрăксене уйрăмах унăн техĕмлĕ тата çемçе тути астарать. Çакă - чăн-чăн капкăн. Киленỹ хăнăхăва куçать. Сывлăх сыхлавĕн Пĕтĕм тĕнчери организацийĕн эксперчĕсем кальян туртни сывлăхшăн самай сиенлине палăртаççĕ. Нумаях пулмасть шыв фильтрĕллĕ туртмалли трубка, вăл Египетра "шиша" ятпа çỹрет, ытти çĕршывсенче "наргилле" е "хукка" теççĕ, нимĕнле шикленỹ те çуратман. Анчах та специалистсен шухă- шĕпе вăл ахаль сигаретсенчен те сиенлĕрех.
А.ТРИФОНОВА, район больницин йĕркелỹпе методика кабинечĕн заведующийĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"