04 декабря 2015 г.
"Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне çуллен яракан çырура лартнă тĕллевсем пире малашнехи пурнăçра халăх пурнăç условийĕн шайне лайăхлатма хушма мерăсем йышăнма хистеççĕ", - тесе палăртрĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Ĕнер, декабрĕн 3-мĕшĕнче, Михаил Игнатьев Мускаври Кремлĕн Георгий залĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне çырупа тухнă мероприятире пулнă. Чĕннĕ официаллă хăнасем 1000 яхăн пуçтарăннă. Вĕсем, Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, РФ Правительствин членĕсем, Аслă судсенче ĕçлекен ертỹçĕсем, федерацин регионсен пуçлăхĕсем, обществăлла организацисен, обществăлла палата ертỹçисем, Раççейри чи пысăк массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем. Федераци Пухăвне кăçал янă Çырура Раççей Президенчĕ ытларах терроризма хирĕç кĕрешес ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Владимир Путин хăйĕн çырăвне пĕтĕм тĕнчери политикăран, тĕрлĕ çĕршыв Раççей тĕлĕшпе йышăннă санкцисенчен пуçларĕ. Çав вăхăтрах вырăс халµхĕн кăмăл-сипет хăвачĕ, патриотизмĕ Мĕнешкел пысăккине палăртрĕ. "Раççей вăйĕ - пĕрлĕхре, тăнăçлăхра, культурăпа йăла-йĕркене пăхăнса, тĕрлĕ тĕн халăхĕ Пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса килĕштерсе пурăннинче. Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тивĕç, экстремизма тата ытти юрăхсăр ĕçсене хирĕç тăрасси - патшалăхăн тĕп шăнăрĕ пулса тăтăр", - терĕ вăл. Федераци Пухăвне янă Çырура Раççей Президенчĕ Владимир Путин малашлăха аван курса тăни, ăна тĕрĕс хаклани савăнтарчĕ. Раççей - вăйлă çĕршыв. Çакăн пекех 2016 çулта суйлав иртесси пирки каласа хăварчĕ. Ун чухне Патшалăх Думине депутатсене халăх суйлĕ. "Суйлав умĕнхи ĕç питĕ таса, йĕркеллĕ пулмалла, суйлава хутшăнакансен саккуна пăхăнса ĕçлемелле, пĕрне-пĕри хисеплеме пĕлмелле", - терĕ Владимир Путин. Хăй вăхăтĕнче вырăссен паллă историкĕ Николай Карамзин çапла каланă: "Кам та кам хăйне хисеплемест, ыттисем ăна кăмăл туманни пирки иккĕленме кирлĕ мар", - тенĕ. Федераци Пухăвне тухнă çырура Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин бюджета шайлаштарас пирки, ĕç климатне лайăхлатас, экономика базине çирĕплетес, хамăрăн тăрăхри таварсене рынокра ытларах тăратас, транспорт инфратытăмне модернизацилес, пултаруллă ачасене тупса палăртас, наци ыйтăвне тимлĕх уйăрас, ачасене патриотизм воспитанийĕ парас ĕçсене тĕп тĕллевсем тесе палăртрĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ Владимир Путин çырура тĕнчери тата шалти политикăна тĕрĕс йĕркелесе пырассине малти плана кăларнине асăнчĕ. "Ыйту Раççейре пурăнакансене пурне те канăçсăрлантарать. "Мĕн тумаллине те эпир питĕ лайăх пĕлетпĕр" тенĕ сăмахсем те шанăç çуратаççĕ. Малашнехи пурнăçра экономикăна кирлĕ пек аталантарса пырассипе тĕрĕс тĕллевсем лартнă. Импорта улăштарассипе, ялхуçалăхне аталантарассипе те кирлĕ пек мерăсем йышăнма хушать. Малашне те сывлăх сыхлавĕнче, вĕренỹре, пур социаллă тытăмра та ĕçсем пурнăçланса пырĕç. Шкулсене хăпартса лартма 2016 çулта федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ Куçарасси те паллă. Федераци программине Чăваш Ен хутшăнма хатĕр. Сывлăх сыхлавĕн пайĕпе илес пулсан, республикăра 100 ФАП хута янă. Тата та 50 ФАП çĕклесе лартма шантарнă, ăна та пурнăçлăпăр. Раççей Президенчĕ Пирĕн ума лартнă тĕллевсем пире пурнăç условийĕн шайне лайăхлатма çĕнĕ çул-йĕрсем шырама чĕнеççĕ", - терĕ хăйĕн сăмахĕнче регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.
Источник: "Пирěн пурнăç"