04 декабря 2015 г.
Тĕп сакайĕнче хĕлле çĕрулми шăнса каять...
Пуçламăшĕ - иртнĕ номерте.
Хăй пурнăçĕнче нуша-терт сахал мар курнă Юлия Семенова. Ачалăхĕпе, çам-рăклăх çулĕсенчи йывăр кун-çулне аса илсен такамăн та чун хурланĕ. Виççĕмĕш класа вăрçа тухса кайнă ашшĕн хура сатин кĕпипе çỹренине, сакăр класс хыççăн юлташĕ-семпе торф кăларма кайнине, СХТ территорийĕнчи кирпĕч çуртсене, башньăна купаланă çĕрте, колхозра ĕçленине, Кивĕ центрти шкулта 33 çул тирпейлỹçĕре тăрăшса ĕçленипе "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята, медале, тĕрлĕ наградăсене тивĕçнине аса илчĕ.
Çемьеллĕ пурнăçра та вăл ыррине курман.
- Нихăçан та манса каймастăп. Мана качча илсе кайнă чух лаша тилхепи чăлханса ларчĕ. Кĕтỹ ăсатма тухнă пĕр карчăк çакна курса çапла каларĕ: "Ах, хĕрĕм качча каятăн та-ха, анчах телейлĕ пулаймăн", - аса илчĕ Юлия Семенова.
Ватă çын калани чăнах та тỹрре тухса пынă. Ача çуратнă - вилнĕ, ывăлĕ вилнĕ хыççăн баянистра ĕçлекен упăшки эрех ĕçме пуçланă. Çакăнпа пĕрлех çемьери лăпкăлăхпа килĕшỹ те пĕтсе пыма пуçланă. Çамрăк хĕрарăм ỹсĕр упăшкинчен тăтăшах çири кĕпипе тухса таркаланă, уйрăлса та пăхнă... Апла пулин те, пурнăç тума тăрăшаканскер, кашнинчех мăшăрĕ тỹрленессе ĕненсе, шанса каялла таврăннă, каярахпа икĕ хĕр çуратнă. Анчах эрех черкки тытма хăнăхнă арçын хăйĕн усал йăлине пăрахман. Пĕррехинче вăл ỹсĕр пуçпа килне таврăнсан ача кĕтекен мăшăрне хырăмран тапнă. Ун чухне тухтăрсем хĕрарăма та, ачине те аран çăлса хăварнă. - Ачана уйăх çурă тытса курай-марăм. Унтан пĕр кило та 600 грамм туртаканскере килсе пачĕç. Вăй
пах ăна кăкăр сĕчĕ пама вĕрентрĕм. Вара суранланнă пуçне ултă уйăх çыхтарма больницăна çỹрерĕм, 3 çултан утма пуçларĕ, 5 çултан çеç Таньăн чĕлхи уçăлчĕ. Çичĕ çул вăл Саланчăкри шкул-интернатра вĕренчĕ, халь ак иксĕмĕр пурăнкалатпăр. Ăс-тăн енчен юлса пырать, çынсăр пăрахса хăварма çук ăна, хăвăрт манса каять. Хама та çын пăхмалла. Тавтапуç, Зоя социаллă ĕçчен пăхса тăрать пире, йывăр ĕçсене пурнăçласа парать, пулăшсах тăрать. Кỹршĕсем мана: "Юля, сана пирĕшти сыхласа пурăнать пуль", - теççĕ. Ахальтен каламаççĕ вĕсем çапла. Ара, хам пурнăçра пилĕк хутчен çĕçĕ айне выртрăм, машина та çапса кайрĕ - чĕрĕ юлтăм. Пурăнас кун-çул пур пулас... - тет Юлия Михайловна.
Чунне уçса калаçрĕ пирĕнпе кил хуçи. Кивĕ çуртра пурăнаççĕ пулин те вăл пире сăпайлăхĕпе, ырă кăмăлĕ-пе тыткăнларĕ. Пỹлĕмри тирпейлĕх унăн ĕçченлĕхне çирĕплетсе пачĕ. Анчах çурт кивĕ пулни хăйĕнне систерчех, сехете пынă калаçу вăхăтĕнче пирĕн урасем шăнса кỹтрĕç темелле. Умра вара вăрăм хĕл, мĕнле хĕл каçĕç-ши унта авариллĕ çуртран тахçанах çĕнĕ çурта куçма пултарнă амăшĕпе хĕрĕ?
Чăнах та, тĕлĕнмелли кăна юлать. Семеновасем нушаланса пурăннă хушăрах, сăмахран, иртнĕ çул Кивĕ центрти сывă-йĕркеллĕ çынсемех авариллĕ çуртсенчен хăтлă çуртсене куçрĕç. Чи малтанах хăтлă хваттере ĕç ветеранĕ, иккĕмĕш ушкăн инваличĕ тата унăн хĕрĕ тивĕçмелле пулнă мар-и? Ăçта тĕрĕслĕх, хевтесĕррисене пулăшма чĕнекен саккун? Е сăлтавĕ урăххинче?
Амăшĕпе хĕрĕн шанчăк пĕтмен-ха: çурт-йĕр ыйтăвне татса пама Республика Пуçлăхĕ патне çырупа тухнă вĕсем, хурав килессе кĕтеççĕ. Ыйтăва мĕнле татса панине эпир те сăнасах тăрăпăр.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"