АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсене итлеме, ăнланма пĕлни кирлĕ

04 декабря 2015 г.

Районти социаллă пулăшусемпе тивĕçтерекен центр пурнăçлакан ĕçсенчен пĕри - сывлăх енчен хавшак çынсемпе ĕçлесси. Асăннă центрăн тытăмĕнче килти социаллă пулăшу уйрăмĕ пур. Вăл паян 33 инвалида пулăшупа тивĕçтерет, кашнин çумне ятарлă соцработник çирĕплетнĕ. Çак пархатарлă ĕçе аслă ăру çыннисене, сусăрсене килти хăнăхнă пурнăç условийĕсенче пурăнма, çавăн пекех вĕсен саккунлă интересĕсемпе ирĕкĕсене хỹтĕлеме лайăхрах пултăр тесе йĕркеленĕ. Социаллă ĕçченсем хăйсем пăхакан çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатас, вĕсен умĕнчи чăрмавсене май пур таран сирес тĕллевпе ĕçлеççĕ. Калас пулать, Атнарти тата Березовкăри вăхăтлăх пурăнмалли çуртсенче те хальхи вăхăтра тăхăр хевтесĕр çын пурăнать, вĕсене унта кунĕн-çĕрĕн ятарлă çынсем пулăшса тăраççĕ. Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ çитнĕ май кил ăшшине, хỹтлĕх тупнă çынсемпе тĕрлĕ акцисем, тематика занятийĕсем, усăллă калаçусем, тĕлпулусем ирттереççĕ. Центр ĕçченĕсем харпăр хăй килĕнчех пурăнакан сусăр çынсем патне те кайсах тăраççĕ. Чи кирли вара инвалидсемшĕн - вĕсене ăнланма, итлеме пĕлни, хисеплени тата ырă, ăшă сăмахпа хавхалантарни.

А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика