09 декабря 2015 г.
Федераци Пухăвне янă Çырура Раççей Президенчĕ Владимир Путин пысăк пĕлтерĕшлĕ, стратегилле пуçарусем турĕ. Вĕсем çĕршывăн çывăх вăхăтри тата малашлăхри задачисене палăртаççĕ. Çырура ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем пирки те сăмах пычĕ. "Тĕллевлĕн усă курман ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене каялла тавăрмалла та аукционсем йĕркелесе вĕсемпе ĕçлеме пултаракансене сутмалла. Миллион гектар çĕрсене çаврăнăша кĕртмелле", - терĕ РФ Президенчĕ юлашки çулсенче татса памалли ыйтусен шутне кĕнĕ темăна каллех хускатса. Çак ыйту районшăн та чи çивĕччи шутланать. Ку енĕпе пирĕн ĕçе ырана хăвармасăр паянах тумалла. Çавăн пекех Президент шалти рынока хамăр çĕршывра туса илнĕ апат-çимĕçпе туллин тивĕçтерме тăрăшмалла тенине ырласа йышăнатăп, мĕншĕн тесен хамăр продукцие туянсан кăна эпир сывлăхшăн лăпкă пулма пултаратпăр.
Юрий ЯМСКОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"