09 декабря 2015 г.
Паян - Пĕтĕм тĕнчери коррупцие хирĕç кĕрешмелли кун. Етĕрнери следстви пайĕ коррупцие хирĕç кĕрешес тĕллевпе чылай ĕç туса ирттерет. Кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче ку тĕлĕшпе Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне, Элĕк, Муркаш районĕсенчен саккуна пăсни пирки 40 преступлени çинчен пĕлтерчĕç, 28-шĕпе уголовлă ĕç пуçартăмăр, 7 çын 10 преступлени туни енĕпе 6 уголовлă ĕçе суда ярса патăмăр. Хĕрлĕ Чутай районĕпе сăмах илес пулсан, çакна каламалла: кăçал райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ пирки уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтертĕмĕр. Суд чиновника айăплă тесе йышăнчĕ, 20 пин тенкĕ штраф тỹ- лемелле турĕ. Амнисти акчĕпе килĕшỹллĕн ăна айăплавран хăтарчĕ.
Николай ЯКОВЛЕВ, РФ Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайĕн ертỹçи.
Источник: "Пирěн пурнăç"