АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Вăрçăчченхи вальсран" пуçласа "Çĕнтерĕ кунĕ" таран

09 декабря 2015 г.

Кăçал район администрацийĕн культурăпа спорт тата архив ĕçĕн пайĕ культура сферинчи инновациллĕ проектсен конкурсне хутшăнса Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Грантне çĕнсе илчĕ. "Эпир астăватпăр! Эпир мухтанатпăр!" проекта Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ ентешсене - Алексей Романович Логиновпа Иван Васильевич Индрякова тата пĕрремĕш ракетчиксене - Алексей Анисимович Захарова, Иван Николаевич Коннова тата Степан Павлович Плисова - халалланă. Асăннă проекта пурнăçласа районти пултарулăх ушкăнĕ "2015 çулхи культура территорийĕ" ята тивĕçнĕ Красноармейски, Пăрачкав районĕсенче тата Етĕрне хулинче ятарлă концерт программипе паллаштарнă.

Декабрĕн 4-мĕшĕнче вара хамăр район кураканĕсем те информациллĕ концерт программипе паллашрĕç. Чи малтанах сцена çине районти Ачасен искусство шкулĕнче пултарулăхне туптакан Анна Сармандейкина "Довоенный вальс" юрăпа тухрĕ. Районти Культура çурчĕ çумĕнчи "Колибри" халăх ташă ансамбльне (ертỹçи - Наталья Храмова) çỹрекен пикесем вара Аня хăйĕн уçă сассипе юрланă май вăрçăчченхи мирлĕ пурнăçа сăнласа ташларĕç. Утан Серенкассинчи Культура çурчĕн методисчĕ Вера Жерженова "1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ" сăвă вуласа пачĕ. Артистсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă вăхăтрах сцена çинчи экран çинче вăрçă кунĕсене сăнлакан ỹкерчĕксене курма пулчĕ. Çавăн пекех куракансене Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Александр Самсонов, Ачасен искусство шкулĕн директорĕ Венера Молодейкина, çак шкултах музыка пĕлĕвĕ илекен Татьяна Мурайкина, районти Культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорĕн солисчĕсем Наталья Чишкинапа Нина Маркова хăйсен юррисемпе савăнтарчĕç. Вĕсем юрланă юрăсенчи вăрçă темине малалла тăсса сцена çине Дима Оринов тухрĕ, Василий Теркин çинчен сăвă каласа пачĕ. "Колибри" ташă ансамблĕн тата "Хастар" спорткомплекс çумĕнчи спорт аэробикин уйрăмĕн (ертỹçи - Татьяна Сергеева) пикисен ташшисем те вăрçă темипе çыхăннисем пулчĕç. Ветерансен халăх хорĕ вара куракансене "Юрлать шурă çỹçлĕ салтак" юрă парнелерĕ. Юлашкинчен Александр Самсонов пурте пĕлекен, юратакан "День Победы" юрра мăнаçлăн шăрантарчĕ. Информациллĕ концерт программине райадминистрацин культура пайĕн тĕп специалисчĕ Алина Михуткина тивĕçлĕ шайра ертсе пынине палăртмалла.

Концерт вăхăтĕнче Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ ентешсен - Алексей Романович Логиновпа Иван Васильевич Индряковăн тата пĕрремĕш ракетчиксен - Алексей Анисимович Захаровăн, Иван Николаевич Конновăн тата Степан Павлович Плисовăн - пурнăçĕпе паттăрлăхĕ çинчен каласа пыни, вăрçăра пуç хунисене асăнса пĕр хушă шăп тăни мероприятие хăйне евĕр сĕм кĕртрĕ. Сăмах май, Ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра тата "Çын тата çутçанталăк" халăх музейĕнче ĕçлекенсем тăрăшнипе çав каç фойере хамăр паттăрсем тата пĕрремĕш ракетчиксем çинчен калакан информаципе, хаçат-журналсемпе, кĕнекесемпе, ỹкерчĕксемпе паллашма май пулчĕ. Палăртса хăварас килет, "Эпир астă-ватпăр! Эпир мухтанатпăр!" ятпа иртнĕ концерт унта хутшăнакансенче тата куракансенче мăнаçлăхпа савăнăç туйăмĕсене вăратса, Тăван çĕршыва юратнине çирĕплетсе вĕсен чунĕсене пĕрлештерчĕ. Концерт программине вĕçленĕ май райадминистрацин культурăпа спорт тата архив ĕçĕн пай начальникĕ, "Эпир астăватпăр! Эпир мухтанатпăр!" проект ертỹçи Александр Самсонов çапла каларĕ: "Эпир пурнăçлакан проект пирĕн паттăрсен тĕслĕхĕпе усă курса çамрăксене патриотизмла воспитани парассине ви-тĕм кỹрессе шанатăп. Проекта пурнăçа кĕртесси çакăнпа вĕçленмест, хальхи вăхăтра тата буклетсемпе компакт-дисксем, "Эпир астăватпăр! Эпир мухтанатпăр!" ятлă журнал кăларас ĕç пырать. Вĕсене эпир районти вĕренỹ тата культура учрежденийĕ-сене, библиотекăсене валеçсе парăпăр". Сцена çинче те, куракансем хушшинче те ачасемпе çамрăксем пулни вара çитĕнекен ăру Çĕнтерỹ мĕнле майпа туптаннине, пире мирлĕ пурнăç парнеленĕ паттăрсене манманнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Алина КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика