09 декабря 2015 г.
Иртнĕ уйăхра район прокуратури социаллă инфратытăм объекчĕсенче тата халăх йышлă пухăнакан çуртсенче хăрушсăрлăх нормисене пăхăннине тĕрĕслерĕ, "АвтоВАС" УАО-н районти уйрăмне çитсе курчĕ. Асăннă общество пассажирсене автобуссемпе турттарать. Тĕрĕслев "Авто-ВАС" транспорт хăрушсăрлăхĕ çинчен калакан саккуна пурнăçламаннине кăтартрĕ. 2015 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне общество Хĕрлĕ Чутай салинчи тăваттăмĕш категориллĕ автостанцири амантма пултаракан вырăнсене хак паман, транспорт хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтермелли мероприятисен планне хатĕрлемен тата ăна çирĕплетмен. Тĕрĕслев вăхăтĕнче должноçри инструкцисем тата должноçсен номенклатури пулман, патшалăх власть тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе çыхăну тытса ĕçлемелли план та курăнман. Çавăн пекех Раççей ШĔМ-ĕн, Федераллă хăрушсăрлăх службин, Чрезвычайлă лару-тăру министерствин территорири уйрăмĕсемпе çыхăну тытса ĕçлемелли план та пулман. "Транспорт хăрушсăрлăхĕ пирки" Федераллă саккунăн 9 статйин 1-мĕш пункчĕпе килĕшỹллĕн, амантма пултаракан вырăнсене хак панă хыççăн транспорт ин-фратытăмĕн субъекчĕсен хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме плансем тумалла. Автостанцире транспорт хăрушсăрлăхĕ тата терроризмран хỹтĕленмелли пирки калакан саккун ыйтнисене пăхăнмалла. Çак çитменлĕхсем саккуна хирĕçле актсем тунă чухне вилĕм патне çитерме пултараççĕ. Тивĕçлĕ мерăсем йышăнманни граждансен прависемпе ирĕкне пăсни пулать. Асăннă обществăн уйрăм сотрудникĕсем хăйсен должноçри тивĕçĕсене япăх пурнăçлани курăнать. Унăн ертỹçине представлени тăратма тиврĕ.
Валерий ШОРКИН, район прокурорĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"