АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутçанталăкри шайлашулăха пăссан…

09 декабря 2015 г.

Çĕр - çынсене ĕмĕртен ĕмĕре вăрçăнтаракан пурлăх. Çапăçтарать, харкаштарать пулсан - эппин, кирлĕ те хаклă япала вăл. Ун пек пулсан куç пек упрамалла пек те… Анчах та пире тăрантаракан Çĕр-аннемĕре хисепрен кăларни - унта та кунта. Хисеп-и унта? Пин-пин миллион тенкĕлĕхех сиенлĕх тỹсет вăл, мăнтарăн. Хăйăр, тăм кăлараççĕ...

Пулăхлă сий арканать

"Пуррине салатма - çур кун", - теççĕ-и-ха халăхра. Ура айĕнчи çĕре япăхлатасси мĕн ĕнтĕ вăл? Хăйăр кăларма кĕрсе кайнă та, акă пĕр ял тăрăхĕнчи арçын, пулăхлă тăпрана аркатса пĕтернĕ. Палăртмалла, çĕр айĕнчи пурлăха кăларма ирĕк те пулман унăн. Аркатнă çĕре вара йĕркене кĕртме васкаман вăл. Ĕç-пуçа миравай суд патнех çитернĕ. Тепĕр ял тăрăхĕнчи арçынăн та çакăн евĕрлех лару-тăру. Анчах та ку хутĕнче сиен кỹнин калăпăшĕ темиçе хутчен пысăкрах. Тăм кăларнă чухне 100 кубла метр паха сие тĕп тунă, сиенлĕх - 499 пин тенкĕ. Çỹп-çапран та шар курать Йăлари хытă каяшсем çĕре сиенлени - тепĕр çивĕч ыйту. Çакнашкал тирпейсĕрлĕхе йĕркене кĕртесси ай-вай! мĕн тери йывăр ĕç. Акă пĕр ял тăрăхĕ çỹп-çап купинчен тинех хăтăлчĕ. 2013 çултанпах Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн инспекторĕсем çав вырăна ăпăр-тапăртан тасатма хушса темиçе постановлени те çырнă. Нимĕн те туманнине кура администрацие кашни хутĕнчех административлă майпа явап тыттарма тивнĕ. Тасамарлăх халĕ куçа тăрăнмасть ĕнтĕ, анчах та унти çĕр "сывă" тесе калама пулать-ши? 2014 çулта унтан пробăсем илнĕ. Лабораторирен килнĕ пĕтĕмлетỹ тăрăх, тăпрара хура тăхлан нормăран 2 хут нумайрах, цинк вара - 5 хутченех. Пулăхлă сие кỹнĕ сиен - 2 миллион тенкĕ. Сиене сирме май килнĕ-и? Ку ыйтăва çĕре тепĕр хутчен тĕпчеттерни уçăмлатĕ. Меслетне пĕлмесен сиенĕ - миллион-миллион тенкĕлĕх Кунтан та ытла тислĕк таврашĕпе варалантараççĕ çĕре. Пĕр кооператив мăйракаллă шултра выльăх тис- лĕкне тăкнă лаптăкра хăрушă хими япалисем те, сиенлĕ бактерисем те виçерен пысăкрах пулнă. Кайăк-кĕшĕк тислĕкĕпе сиенленнĕшĕн вара темиçе пысăк обществăна ятламалла. Пĕр шутласан, кун йышши тислĕк - хаклă органика им-çамĕ, анчах та вăлах хăрушă япалана та çаврăнма пултарать. Çавăнпа та предприятисем кайăк-кĕшĕк каяшне упрамалли йĕркене пăхăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Анчах та республикăра кайăк-кĕшĕк çитĕнтерекен фабрикăсем çутçанталăка тата çĕре упрассипе çыхăннă саккунсен требованийĕсене туллин пурнăçламаççĕ. Федерацин "Çутçанталăка упрасси çинчен" саккунăн 51 статйи производство юлашкийĕсене çĕр çине те, айне те пăрахма чарать. Республикăра вара каяша çĕр çинех турттарнă тĕслĕх сахал мар. Лаборатори тĕпчевĕсен кăтартăвĕсемпе паллашнă май куçсем чарăлаççĕ. Мĕнле кăна сиенлĕ хутăш тупăнман? Нитратсем, марганец... Çĕре сиенленĕ предприятисем тĕлĕшпе административлă ĕçсем пуçарнă, айăплисене штрафланă. Кайăк-кĕшĕк каяшĕ кỹнĕ сиенлĕхе ятарлă методикăпа шутласа кăларнипе паллашнă май çỹç вирелле тăрать: 2014 çулта - 320 миллион тенкĕлĕх, кăçал - 31,1 миллион тенкĕлĕх. Сиенлĕхе пĕтерме тиветех Йĕркене пăхăнман предприятисен штраф тỹленисĕр пуçне пулăхлăха тавăрма тивет. Пĕр предприяти рекультиваци проектне туса пĕтернĕ те ĕнтĕ, унта хатĕр-ленỹ ĕçĕсем пыраççĕ. Тепĕр обществăна хăйсен вăйĕпе сиене пĕтерме ыйтса претензи хатĕрленĕ управлени. Патшалăх инспекторĕ Александр Андреев каласа панă тăрăх, хальлĕхе Хĕрлĕ Чутай районĕнчи пĕр ялхуçалăх предприятийĕ хăй ирĕкĕпе сиене пĕтернĕ. Унта 1,89 пин гектар çĕр йывăр металсемпе (цинк, хура тăхлан, пăхăр) вараланнă пулнă. Пĕтĕмпе вара кăçал ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ 7 пысăк лаптăка вăйлах сиенленине "тăрă шыв" çине кăларнă специалистсем. Кунта 8,790 гектар пирки сăмах пырать: вĕтĕ чулпа, хăйăрпа, тăмпа хутăштарса янине (çул-йĕр юсакан пĕр предприяти Етĕрне районĕнчи акмалли-лартмалли лаптăксене шар кăтартнă), çỹп-çап куписене, производство каяшĕсене пула 97 миллион та 945 пин тенкĕлĕх сиен. "Амăшĕ ачисемпе ырă, çĕр - хăйĕн çыннисемпе", - тенĕ халăхра. Çĕр-аннемĕр çĕр ĕçченне вăй-хăват та хушать теççĕ. Çутçанталăкри шайлашулăх ку вăл. Çак шайлашулăха упрасси пирĕн алăра. Çынсемпе кăна мар, çутçанталăкпа та килĕшỹлĕхре пурăнма тăрăшасчĕ. Н.ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика