11 декабря 2015 г.
Банк карттисемпе улталанă тĕслĕхсем йышланчĕç: сире е банкоматра карттăпа усă курнă, е суту-илỹ комплексĕнче карттăпа тỹленĕ, е интернет урлă илнĕ таваршăн татăлнă чухне те... улталама пултараççĕ. Граждансен ытларах пайĕ хальхи вăхăтра çак йывăрлăхпа тĕл пулать, çавăнпа та çак ансат правилăсене яланах асра тытмалла:
- хăвăр карттăн пин-кодне тата унăн реквизичĕсене никама та ан пĕлтерĕр, мĕншĕн тесен ултавçăна сирĕн укçăра вăрлама карттă номерĕ те çителĕклĕ;
- карттăн пин-кодне вĕренсе ăсра тытăр е ăна карттăран уйрăм усрăр;
- карттăран укçа илес тесен хăрушсăр вырăнти (унта видеосăнавпа хурал пулччăр) банкоматпа çеç усă курăр;
- банкоматра карттăпа пĕр-пĕр операци пурнăçланă вăхăтра çывăхра ют çынсем пуласран асăрханăр; банкомата лайăх сăнăр, карттă чикмелли вырăнта е клавиатура çинче хушма хатĕрсем пулмалла мар, иккĕ-лентерекен япала курсан полицие пĕлтерĕр, ун йышши банкоматпа ан усă курăр;
- банкомат çывăхĕнче чек пăрахса ан хăварăр, усал шухăшлă çынсем сирĕн карттă номерне шыраса тупĕç;
- банк сотрудникĕ тесе шăнкăравланă палламан çынсемпе ан калаçăр, банк реквизичĕсене ыйтсан та ан пĕлтерĕр;
- сотовăй телефон çине антивирус программи вырнаçтарăр е пĕр вăхăтрах интернетпа тата банк счечĕ-пе ĕçлессине тĕрĕслеме пулăшакан хатĕрпе çыхăнтарăр;
- палламан çын СМС-па е ММС-па ярса панă ссылкăпа ан куçăр, пĕлнĕ çын янă пек курăнсан та тĕрĕслесе пăхмасăр нимĕн те ан тăвăр;
- электронлă енчĕк çине укçа куçарма ан тăрăшăр, нумай чухне ултавçăсем тĕрлĕ интернет сайтсенче сутуçă пек пулса сире пĕр-пĕр таваршăн укçа куçарма ыйтма пултараççĕ.
Александр МИХОПАРКИН, районти полици уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"