11 декабря 2015 г.
Çĕрпе усă курмастăр пулсан ăна патшалăха пама май пур. Республикăра харпăр хăй çĕр участокĕнчен хăтăлакансен шучĕ ỹссе пырать. Раççей реестрĕн управленийĕнче палăртнă тăрăх, çакă тупăш паман çĕршĕн налук тỹлес маррипе çыхăннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче пур колхоз-совхоз членне те çĕр пайĕсем панă. Хăш-пĕр районсенче пысăк уйсене арендăна панă та вĕсемпе ялхуçалăх предприятийĕсем, вырăнти фермерсем усă курнă. Тепĕр районсенче пушă уйсене çумкурăк пусса илнĕ. Граждансем хăйсен çĕр пайĕсемпе усă курмасан та налукне тỹлеме тивĕç пулнă. Паян çакăн пек çĕрсене тỹлевсĕрех район е ял тăрăхĕн администрацине пама пулать. Çак майпа çынсем хаваспах усă кураççĕ. Çĕре патшалăха паракансем уйрăмах Муркаш, Элĕк районĕ-сенче тата пирĕн районта нумай. Унсăр пуçне республикăра çакăн пек практика пурнăçа кĕрет - администраци суд урлă пушă выртакан çĕрсене хăйĕн çине куçарать. Çапла майпа, харпăрлăха куçарни çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме, çĕнĕ инвесторсене явăçтарма май парать. Хальхи вăхăтра республикăри никама кирлĕ мар çĕр пайĕсен лаптăкĕ-сем 218,4 пин гектар йышăнаççĕ, вĕсенчен 116,8 пин гектар лаптăка (53 процент) муниципаллă тытăмсен харпăрлăхне куçарнă. 11 пин гектар çĕр участокне сутма тăратнă. Хальхи саккунпа килĕшỹллĕн ялхуçалăх таварĕ туса илекенсене 2,4 пин гектар харпăрлăха, 1767 пин гектар çĕре арендăна панă. Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен 8974 гектарне çĕр участокĕпе усă курма харпăрлăха илнĕ. Кирлĕ мар çĕр пайĕсен лаптăкĕ районта 7807 гектарпа танлашнă. Унтан 3636 гектар çĕре (47 процент) муниципаллă тытăмсем çине куçарнă. Усă курман пайĕсенчен 291 гектар çĕр участокĕ йĕркеленĕ, 536 гектар лаптăка сутасси пирки пĕлтернĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн ялхуçалăх таварĕ туса илекенсене 77 гектар лаптăка харпăрлăха тата тара панă.
А.ДМИТРИЕВА хатĕрленĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"