11 декабря 2015 г.
Декабрĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа районти "Çын тата çутçанталăк" краеведени халăх музейĕнче авиаци техникин макечĕсен куравĕ ĕçлеме пуçланă. Кураври пур моделе те истори чăнлăхне тĕпе хурса ăсталанă. Авиаци техникин макечĕ-сен авторĕсем - Ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн "Техника моделированийĕ" пĕрлешĕвĕнче вĕренекенсем, педагогĕ - Сергей Марков. Асăннă курав космос, граждансен, çар авиацийĕн, çар техникин моделĕсенчен тăрать. Музей залĕнче çĕршыври çар тата граждансен самолечĕсене, вертолечĕсене тата космос техникине - пĕтĕмпе 26 модель - курма пулать. Экспозицири изделисене харпăр хăй прототипĕн чертежĕсемпе килĕ- шỹллĕн йывăçран, тимĕртен, пластмассăран тунă. Музея çитсе куракансем хăйсен тавракурăмне ан-лăлатĕç, талантлă çамрăк авиаконструкторсен ĕçне курса хаклама пултарĕç. Миниатюрăллă авиатехника тĕнчипе кирек кам та паллашма пултарать. Уçă курав икĕ уйăх ĕçлет.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"